Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Россия 1» телеканалпа кӑтартакан «Вести недели» кӑларӑмӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ ӗҫлет. Пирӗн пата килсе ҫитнӗ йышра – Сергей Зенин корреспондент, Станислав Пономаренко оператор, Дмитрий Толстухов сасӑ операторӗ. Йыш Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперне ӳкерсе илнӗ. Вӗсене районти тӳре-шара кӗтсе илнӗ.
Чӑваш Енри архитектурӑпа инженери тӗлӗнтермӗшӗ ҫинчен телеӗҫченсене вырӑнти краевед, Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакан Леонид Михайлов тата ял старости Герман Родионов каласа кӑтартнӑ.
Кӗпере 1914 ҫулта тума тытӑннӑ, тепӗр 4 ҫултан ӗҫе вӗҫленӗ. Строительствӑна нимӗҫ инженерӗ-проектировщикӗ Гехард Шумахер йӗркелесе тата тӗрӗслесе тӑнӑ. Кӗпер тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ наци ҫыннисем, ҫав шутра вырӑссемпе тутарсем ытларах пулнӑ, ӗҫленӗ.
Виадук ҫӳллӗшӗ – 34 метр, тӑршшӗ – 360 метр. Вӑл 16 бетон юпа ҫинче тытӑнса тӑрать.
1935 ҫулта кӗпере салтаксем хуралласа тӑма тытӑннӑ. Вӗсем валли унта казарма тата мунча туса лартнӑ. Каҫпа кӗпер айӗпе ҫынсене каҫса ҫӳреме чарнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кӗпере нимӗҫсем шыранӑ. 1986 ҫулта кӗпере хупнӑ. Халӗ ӑна ҫӗршыв шайӗнчи культура эткерлӗхне кӗртесшӗн.