Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Чӑваш Енри 120 ҫын — «ҫӗршывӑмӑрӑн чапӗпе мухтавӗ»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.02.2022 07:56 | 1288 хут пӑхнӑ
Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Ҫӗршывӑмӑрӑн чапӗпе мухтавӗ — унӑн ҫыннисем». Ҫакӑн пек курава Шупашкар мэрийӗ йӗркеленӗ. Арбатра 36 стенд вырнаҫтарнӑ. Ун пеккисем тӗп хуламӑрӑн ытти вырӑнӗнче те пулмалла иккен. «Ҫӗршывӑмӑрӑн чапӗпе мухтавӗ» тесе пурӗ 120 ҫынна палӑртнӑ. Ҫав йышра леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ ятлӑ-сумлӑ культура ӗҫченӗсемпе ӑсчахсем те (сӑмахран, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина. Е тата Константин Ивановпа Геннадий Айхи поэтсем, Никита Бичурин хӗвелтухӑҫ тӗпчевҫи, чӑваш ҫырулӑхне йӗркелесе янӑ Иван Яковлев) пур.

Ятлӑ-сумлисен йышне хальхи вӑхӑтри политиксене те кӗртнӗ. Тӗслӗхрен, Анатолий Аксаковпа Алла Салаевӑна.

«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, стендсенче йӑнӑшсем те пур. Сӑмахран, Мая Костина парашютистка ятне «Майя» тесе ҫырнӑ. Анатолий Аксаковӑн ашшӗ ятӗнче пӗр «н» саспаллине сиктерсе хӑварнӑ, анчах ӑна кайран тӳрлетнӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ вара ҫак ӳкерчӗке асӑрхарӗ. Те ӳкерсе илнӗ чух ӑнӑҫлах пулман, те «мухтавӗ» сӑмахра чӑннипех те йӑнӑш кайнӑ — «ӗ» саспаллин тӑрри курӑнмасть...

#куравсем, #политиксем, #ӑсчахсем, #Шупашкар, #ят-сум

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3365.34.2486
2022.02.24 18:11
Agabazar
Иван Яковлев пирки чăваш çырулăхне йĕркелесе янă тени тĕрĕс мар. Ĕненмесен Николай Адёртан ыйтăр.
Хуларан // 2744.64.7728
2022.02.25 02:14
Патшалӑх Думин ҫак депутачӗсем пӗтӗм тӗнчери санкциллӗ ҫынсен йышне кӗртнӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем