Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Эмеле йышӑннӑ виҫепе ӗҫменрен 20 ҫулхи хӗр пурнӑҫӗ татӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 18.06.2013 14:25 | 1375 хут пӑхнӑ

Куллен хыпарсемпе паллашнӑ чух, шел пулин те, нумай чухне вӗсенче хӑрушӑ, тискер ӗҫ-пуҫсене сӑнама лекет. «Ҫул-йӗрте инкек сиксе тухнӑ», «Пушар ҫын пурлӑхне тӗпипе пӗтернӗ», «Эрех пула ҫын пурнӑҫне татнӑ» кун йышши хыпарсем масаллӑ информаци хатӗрсенче тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсемпе паллашса ҫынӑн кӑмӑлӗ те хуҫалать пуль. Анчах тискер лару-туру вӑл кулленхи пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ. Ыррипе юнашар яланах усалли ҫӳрет. Ҫавӑнпа тискер ӗҫ-пуҫсене сӑнанӑ май этемӗн «вӗсенчен мӗнле майпа хӑтӑлас-ши? Мана ку инкек пырса ан тивтӗр» тесе шанма пурӑнмалла.

Чи хӑрушӑ хыпар вӑл — тӗрлӗ сӑлтавесне пула ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлни. Йӗрлев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртмен 11-мӗшӗнче эмеле йышӑннӑ виҫерен ытларах ӗҫнипе 20 ҫулхи хӗр пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулнӑ. Асӑннӑ хӗр вӑл кун аптекӑна кайса килнӗ иккен, ун хыҫҫӑн 16:00 сехет тӗлнелле хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ, вара унпа пӗрлӗ пурӑнакан тантӑшӗсем тӳрӗх васкавлӑ пулӑшу пульницине шӑнкӑравланӑ. Килсе ҫитнӗ тухтӑрсем шел пулин те хӗре ҫӑлса ӗлкереймен.

Чӑваш Енӗн йӗрлев комитечӗн ертӳҫӗ пулӑшӑҫи Олег Дмитриев палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх вилнӗ хӗрен юлташӗсем каларӑшӗпе вӗсен тантӑшӗ пӳклӗм вилем ҫинчен сӑмах хускатни пӗрре те асӑрхаман, кӑмӑлӗнче тата тыткалӑшӗнче те пӗлтерӗшлӗ сӑнавсем сисӗнмен.

Паянхи кун асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ӗҫе пырать, тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетме палӑртнӑ.

#им-ҫам, #пӑтӑрмахсем, #ҫамрӑксем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63341.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем