Чӑваш Енри общество транспортӗнче билет пама пӑрахӗҫ. Кун пирки ЧР Транспорт министерстви пӗлтерет.
Республикӑра чек ленти дефицит пулнипе ҫыхӑннӑ ку. Ҫавна май "ЕТК" тулли мар яваплӑ общество пирӗн регионта перевозчиксене электрон билет ҫине куҫма сӗнет. Кун пек чухне пассажир билетшӑн тӳлени терминалта ҫырӑнса юлать. Анчах хут билет памаҫҫӗ.
Билетшӑн унчченхи пекех тӳлемелле: терминал патне банк карттине, ЕТК е абонемент илсе пымалла. Пассажира билет копийӗ кирлӗ тӗк ӑна ҫак адреспа кайса илмелле: Шупашкар хули, Октябрь - 50 ҫул урамӗнчи 17-мӗш "а" ҫурт.
Сӑмах май, нумаях пулмасть лавккасенче чек пама пӑрахасси пирки пӗлтернӗччӗ.