Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш ӗҫӗ – сумлӑ ӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анатолий Кипеч 25.03.2022 12:22 | 3318 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Украинӑра мӗн пулса иртнине кура тӗнче тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗ. Раҫҫейпе ытти патшалӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусем начарланса кайрӗҫ. Вӑрҫӑ сиенлӗхӗ яланах халӑх ҫине ӳкет, ҫавӑн чӑтмалла. Ывӑл-хӗрне ҫара пани ҫеҫ мар, пурлӑх тӗлӗшӗнчен патшалӑха пулӑшасси те халӑхранах.

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсем, эпӗ сире ҫакна каласшӑн. Тӑван Ҫӗршывӑмӑршӑн хальхи йывӑр тапхӑрта хамӑр яваплӑха манар мар. Чӑвашӑн чи паха енӗсенчен пӗри вӑл ҫын хуйхи-суйхине чӗрене илсе пулӑшма тӑрӑшасси. Йывӑрлӑха пула Украинӑран куҫса килнӗ кулянуллӑ ҫынсене пулӑшма хал ҫитересчӗ. Ятарлӑ фонда банк урлӑ кӑштах укҫа хумалли мел те пур. Халӑхпа халӑх хушшинчи туслӑх ӑшши пӗртте пач сӳнекен япала мар. Калӑпӑр, кунтан хӗссе кӑларса янӑ сывах мар Ҫеҫпӗл Мишшине Остер халӑхӗ хӑй патне илни мӗне тӑрать! Ӑна вӗсем паян та хисепелеҫҫӗ, хӑйсен сӑвӑҫи теҫҫӗ. Гитлер вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара пиншер украинец хӑй ҫӑлӑнӑҫне Чӑвашра тупнӑ. Халӗ те манмаҫҫӗ, ҫакна Ҫеҫпӗл вилтӑпри ҫине йӑмрасем лартма кайсан хам курнӑ. Паян та ҫапла пултӑр, хамӑр пирки ырӑ ят хӑварар.

Республика, район тата пысӑк хуҫалӑхсен ертӳҫисене ҫакна каланӑ пулӑттӑм. Халӗ пӗртте лозунг евӗрлӗ кӑшкӑруллӑ сӑмахсен вӑхӑчӗ мар. Халӑх чунне вӗчӗрхеттерекен сӑмахсенчен сыхланӑр. Сӑмах яланах виҫеллӗ пултӑр. Ӗҫе явӑҫтарса калаҫни вырӑнлӑ. Пулӑшу вӑрҫӑра пуҫне хунисен ҫемьисемшӗн те пӗртте ытлашши мар.

Тӗнчере паян халиччен пулман йывӑлӑхсем сиксе тухрӗҫ. Кризис сӑмах пирӗншӗн ҫеҫ мар. Апат-ҫимӗҫ ыйтӑвӗ те канӑҫ памасть. Чӑваш ӗҫӗ – тыр-пул, пахча-ҫимӗҫ, вылӑх-чӗрлӗх ҫитӗнтересси – питӗ кирлӗ те сумлӑ ӗҫ пулса тӑчӗ. Ыттисем тӑвайман самай тупӑшлӑ хӑмла ӗҫне те манар мар. Чӑваш ӗҫӗ тӗнче шайӗнчи хака та тивӗҫ, паян пушшех.

Пӗрре ҫеҫ каламан, ҫырман, килти хуҫалӑха йӗркелӗ тытса пырса ҫӑкӑр-тӑварлӑ пурӑнни те патшалӑхшӑн, халӑхшӑн усӑмлӑ ӗҫ. Ун пек чух ҫын хӑйне ирӗклӗрех туять, вӑйне шанать. Пысӑкрах хуҫалӑхсен яваплӑхӗ, витӗмӗ тата сулмаклӑрах. Вӗсен ертӳҫисене, фермерсене ырлӑх-сывлӑх сунатӑп, ҫурхи ӗҫсене йӗркеллӗ ирттермелле пултӑр. Асра тытӑр: чӑваш вӑл ҫӗр сӗткенӗпе ҫӑвӑнса сыхланса юлнӑ. Ҫавӑнпа ӗҫчен, чӑтӑмлӑ тата вӑйлӑ. Пӗрне пӗри пулӑшса пырӑр. Ан манӑр: ҫынна ҫын кӑна пулӑшма пултарать. Пӗр ҫитӗнӳ те пӗччен тунӑ ӗҫ мар.

 

Ырӑ сунса Анатолий Кибеч

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ял хуҫалӑхӗ, #чӑвашсем, #вӑрҫӑсем, #Украина, #шухӑшсем, #экономика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем