Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Перура тупӑк вырӑнне чавнӑ чухне хирург хатӗрӗсене тупнӑ, вӗсене 1 000 ҫула яхӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.03.2022 14:38 | 1054 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
planet-today.ru сайтран илнӗ сӑн
planet-today.ru сайтран илнӗ сӑн

Перу ҫӗршывӗн ҫурҫӗр енче археологсем чавса тӗпченӗ вӑхӑтра Вӑтам Сикан тапхӑрӗнчи (пирӗн эрӑн 900–1050 ҫҫ) тупӑкра хирург хатӗрӗсен пуххине тупнӑ. Тупӑннӑ япаласем тӑрӑх кунта авалхи хирурга пытарни пирки шутлама май панӑ. The History Blog портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Перу ҫурҫӗр районӗсене илес пулсан, ҫак тупӑннӑ япаласем унашкаллисен йышӗнче пӗрремӗш пулса тӑнӑ.

Некрополе ку тӑрӑхра археологсем 2010–2011 ҫулсенчех тупса палӑртнӑ. Палӑка шыв илесрен хӑтарас тӗллевпе археологсем ӑна консервацилесе ҫӗр ӑшӗнчен кӑларнӑ. Тупнӑ пурлӑха малалла тӗпчевсем ирттерме музее илсе ҫитернӗ. Вунӑ ҫул иртсен кӑна, 2021 ҫулта National Geographic Donation Fund грант панӑ укҫапа специалистсем тӗпчев ӗҫне пуҫӑнма пултарнӑ.

Хирург хатӗрӗсене тупнӑ вилд тӑпринче ӑсчахсем киноварьпе эрешленӗ ылтӑнран тунӑ питлӗх, бронзӑран тунӑ пысӑк кӑкӑр гривна, ылтӑнланӑ йӗс савӑтсем тата пончо евӗрлӗ, пӑхӑр пластинӑллӑ капӑрлӑхпа илемлетнӗ тумтир тупнӑ. Пончо айне икӗ сӑмсаллӑ тата Уако патша евӗр авӑрлӑ тӑм савӑт пытарнӑ пулнӑ.

Ҫавах та археологсене ытларах хирург хатӗрӗсен пуххи уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Вӑл 50 ытла япаларан тӑрать, ҫав шутра тӗрлӗ аптӑри, йӗп, ҫӗҫӗ пур. Чылай хатӗре маркӑмӑш (мышьяк) хушнӑ бронзӑран ӑсталанӑ. Хӑш-пӗрисен йывӑҫ авӑрӗсем упранса юлнӑ. Ҫавӑн пекех инструментсемпе юнашар ҫитӗннӗ ҫыннӑн тата ачан ҫамка шӑммисене тупнӑ, вӗсене трепанаци мелӗпе усӑ курса пуҫ купташкинчен кӑларнӑ. Шӑпах юлнӑ шӑмӑсене пула ҫак хатӗрсемпе хирурги операцисене ирттерме ӑсталанине ҫирӗплетме пултарнӑ та.

#археологи, #тӗнчере, #Перу, #тӗпчевсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем