Республикӑра кашни кунах ҫынсем кӑшӑлвирусран вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкри статистика вара савӑнтарать: пӗр ҫын та пурнӑҫран уйрӑлман. Кунашкалли икӗ уйӑх ҫурӑ пулман.
Иртнӗ талӑкра 63 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, 34-шне пульницӑна вырттарнӑ. Сывалакансем вара нумаййӑн пулнӑ - 506 ҫын.
Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 77 пин ытла ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен 4558 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарайман. Паянхи куна стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 11 пин те 100 яхӑн ҫын ҫак чиртен сипленет.