Шӑмӑршӑ районӗнчи 32 ҫулти арҫынна ватӑсене ҫаратнӑшӑн суд тунӑ. Анчах кинемейсем ҫакна кӗтсе илеймен, суд пуличчен вилнӗ.
2020 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче ҫӗрле ҫутта сӳнтернӗ те 99 ҫулти кинемей патне кӗнӗ, ватӑскере ҫӗре йӑвантарса кӗсйинчи 5800 тенкине вӑрланӑ. Унччен ҫак арҫын ун патӗнче юсав ӗҫӗсем тунӑ.
Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вара Шӑмӑршӑра пурӑнакан хӗрарӑм патне кӗрсе телефон вӑрланӑ. Утӑ уйӑхӗнче 92-ри кинемей патне кӗрсе минтер айӗнчи 5 пин тенке йӑкӑртнӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче ҫӗрле лавккана кӗрсе тӳлев йышӑнмалли терминалтан 7 пин тенкӗ вӑрланӑ.
Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Шел, кинемейсем суда кӗтсе илеймен, вилнӗ.