Турци влаҫӗсем Southwind ҫӗнӗ авиакомпанине хута ярассипе ӗҫлеҫҫӗ, вырӑнти AirportHaber информаци портал пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл Антальере никӗсленсе тӑрӗ, Раҫҫейрен туристсене турттарассипе тӑрмашӗ. Ӗҫе ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫӑнма палӑртаҫҫӗ.
Ҫакнашкал компани йӗркелеме ыйтнине тивӗҫтерме Турцин гражданла авиацийӗн Тӗп управленийӗ йышӑннӑ. Пӗрремӗш тапхӑрта Southwind пилӗк Airbus самолётпа — виҫӗ сарлака фюзеляжлипе тата икӗ ансӑр фюзеляжлипе — усӑ курӗ тесе планлаҫҫӗ.
Маларах Турци влаҫӗсем туризм секторне пулӑшмалли виҫӗ тапхӑрлӑ плана сӳтсе явни пирки пӗлтернӗччӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Sabah хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, туроператорсене, сӑмахран, Раҫҫейрен Турцие туристсене турттарса килекен Anex, Pegas тата Coral йышшисене кредит тӗлӗшпе, пӗтӗмпе $300 миллионлӑх, пулӑшма пултарӗҫ. Пулӑшу мелӗсем пирки ҫу уйӑхӗнче пӗлтерӗҫ. Ҫак майсемпе Турци влаҫӗсем Раҫҫейрен туристсене 2 млн таран явӑҫтарма ӗмӗтленеҫҫӗ.