Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкар урамӗсенче сӗткоматсем вырӑн йышӑнӗҫ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 21.06.2013 07:16 | 1290 хут пӑхнӑ

Шупашкарти урамсенче ҫитес вӑхӑтра сӗт сутакан ятарлӑ сӗткоматсем вырнаҫтарма палӑртнӑ. Пӗрремӗш автоматсене ӗнер Чӑваш Енӗн ялхуҫаминӗ «Регионсем — чикесӗр ҫыхӑну» куравра кӑтартма та ӗлкӗрнӗ пулнӑ.

Европӑра сӗткоматсене вырнаҫтарас ӗҫ-пуҫ ҫӗнӗлӗх мар, Раҫҫейре вара асӑннӑ ҫӗнӗллӗхе тин кӑна пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Паянхи куна илес пулсан автоматсене Мускавпа Табов хулисенче йышлӑн лартаҫҫӗ.

Шупашкарта сӗткаматсене вырнаҫтарас ыйтӑва пӗрремӗш хут Тӑвай районӗнче пурӑнакан Сергей Илларионов ҫӗкленӗ пулнӑ. Вӑл сӗт туса илме ӗне ферми уҫма шутланӑ. Сунӑ сӗте халӑха ҫитерме (икӗ-виҫӗ алӑ урлӑ сутас вырӑнне) ҫак автоматсем питӗ те меллӗ иккен.

Хуласенче вырнаҫтарнӑ сӗткаматсем чӑннипех халӑхшӑн тухӑҫлӑ пулӗ. Автоматпа усӑ курма та ҫӑмӑл. Хальлӗхӗ фермер 8 сӗткомат туянма палӑртнӑ. Автоматсене Чехинче туса кӑларнӑ, ҫавӑнпа та тӗлентермӗш техникӑна вырнаҫтарма Шупашкара ятарласа Мускавпа Чехи ӑстисем ҫитнӗ.

Сергей Илларионов фермер автоматсене халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче вырнаҫтарасшӑн. Ку ӗҫ валли хула администрацийӗ ятарлӑ вырӑнсем те уйӑрнӑ пулать.

#ял хуҫалӑхӗ, #Шупашкар, #куравсем, #сӗт, #суту-илӳ, #сӗткоматсем

 

Комментари:

Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.21 16:39
Автомачĕ ют чĕлхене пĕлекенсен валли пулмалла.
2013.06.21 18:05
Аçтахар Плотников
Ӳкерчĕкĕ Шупашкарти мар пулас. Куравра унта урăхлараххине кăтартнă.
//юрать эсир вулатăр, кун чухлĕ хыпар çырсан та вулакан тупăнмасан чăн та кӳренӳллĕ пулĕччĕ :)
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.22 12:03
Шупашкарти сĕт паракан автоматсем вара тăван чĕлхепе те пулĕ-ши????

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем