Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулинче пӗр арҫын шаурма ҫитерменшӗн ҫынна ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ.
Воробьёв композиторсен урамӗнчи заведенисенчен пӗринче пилӗк ҫамрӑк пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Вӗсем хулан Ҫӗнӗ кӑнтӑр районне бильярдла выляма кайма калаҫса татӑлнӑ. Ҫула тухиччен 23 ҫулти каччӑ шаурма туяннӑ, ӑна пӗчченех ҫиме тытӑннӑ. Ушкӑнри 31 ҫулти арҫынна ҫакӑ килӗшмен. Кӗҫӗнни ҫине вӑл чышкӑпа сиксе ӳкнӗ. Лешӗ хӑйне кӳрентерме паман. Кӑштахран ҫӗнӗ тус пӑтӑрмах вырӑнне тепре таврӑннӑ, 23-ри каччӑна вӑл ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Шар курнине васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем илсе кайнӑ.
Ҫӗҫӗпе чикекенни пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Анчах пакунлисенчен нумай тарса ҫӳреймен — вӑл камне палӑртнӑ. 31 ҫулти арҫын унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑ. Хальхинче ӑна 10 ҫуллӑха хупса хума пултарӗҫ.