Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» 1,1 млн мӑшӑр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.04.2022 16:01 | 1295 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн черетлӗ ҫитӗнӗвӗ пирки пӗлтерет: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсем 1,1 миллиона ҫитрӗҫ. 1 миллиона эпир пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн варринче турӑмӑр пулсан, хальхи 100 пине пухма вӑхӑт самай кирлӗ пулчӗ. Сӑлтавӗ вара хальхи вӑхӑтра лаборатори ҫак ӗҫпе пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлеменнипе ҫыхӑннӑ. Ытларах халь кулленхи хыпарсенчи мӑшӑрсемпе пуянлататпӑр. Тепӗр май каласан, енчен те малтан эпир XX ӗмӗрти пуплевӗшсене ытларах усӑ курнӑ пулсан, халь паянхи кун усӑ кураканнисене кӗртме тӑрӑшатпӑр. Хӑвӑрах сӑнама пултаратӑр: енчен те ҫӳпҫере пӗлтӗрхи 319 текст пур пулсан, кӑҫалхисен (4 уйӑх иртнӗ пулин кӑна) йышӗ 189 ҫитнӗ те.

Эпир ӑсталакан «Атӑл.Тӑлмача» та ҫитес вӑхӑтра ҫӗнетме планланӑ. Ку ӗҫе эпир Александр Гринӑн 5 томлӑ пуххине (ӑна Алексей Леонтьев куҫарнӑ) мӑшӑрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑвасшӑн. Паянхи кун тӗлне 3-мӗш томӑн ҫуррине ытла мӑшӑрланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӑлмача ҫӗнетӗпӗр те. Халь вӑл 673 пин мӑшӑрпа ӗҫлет (апла пулин те нумай пулмасть /пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче/ 1 миллион мӑшӑрпа ҫӗнетнӗ «Яндекс.Тӑлмачпа» тупӑшайрать!).

Ытти хыпарсенчен: «Чӑваш халӑх сайчӗн» чӑвашла версине «Атӑл.Тӑлмач» рекламине вырнаҫтартӑмӑр. Вӑл сулахайри аял енче вырнаҫнӑ. Хӗрес ҫине хупнӑ хыҫҫӑн вӑл сире 1 эрне кансӗрлемӗ. Паллах, куккессем сыхланса юлнӑ пулсан (браузера хупнӑ чухне эсир вӗсене тасататӑр пулсан ку реклама каллех тухӗ). «Атӑл.Тӑлмачпа» усӑ курни пирӗн мӑшӑр пуххине пуянлатма май парать. Ҫавӑн пекех эсир пире унти мӑшӑрсене хакласа тата юсаса пулӑшма пултаратӑр. Ҫак ӗҫ малашлӑхра куҫару пахалӑхне ӳстерӗ.

#ЧЧЛ, #сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #аталану

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем