Нидерландра экологи ӑсчахӗсем фермерсене хӑлхаллӑ сӑтӑрҫӑсен нушине ӑнланса вӗсене валли альтернативлӑ апат вырнаҫтарма сӗннӗ. Кун пирки «Агро XXI» ял хуҫалӑх порталӗ хыпарлать.
Нидерландри пӗтӗм лаптӑкра 2022 сунар тапхӑрӗнче кроликсене тытмӗҫ. Кунсӑр пуҫне, Гронинген, Лимбург тата Утрехт провинцийӗсенче мулкач тытма чарнӑ. Ҫакнашкал йышӑнӑва Ҫутҫанталӑкпа азот министрӗ Кристианна ван дер Валь тунӑ, ун шучӗпе асӑннӑ чӗрчунсен йышӗ хӑрушлӑхра тӑрать.
Сунарҫӑсен ассоциацийӗсем азот министрӗпе килӗшесшӗнех мар – Сунарҫӑсен патшалӑх пӗрлӗхӗ Ваарденбург бюропа пӗрле ирттернӗ тӗпчев тӑрӑх Нидерландри мулкачсен шучӗ малтанхинчен икӗ хута яхӑн пысӑкрах пулса тухнӑ.
Тӗпчев ҫакна та кӑтартса панӑ: мулкачсем — питӗ ӑслӑ чӗрчунсем, вӗсем хӑйсен пурнӑҫ йӗркине Нидерландри пек ҫынсем йышлӑн пурӑнакан вырӑнпа адаптациленӗ, апатланма вӗсем, тӗпрен илсен, ҫӗрле, ҫынсем кансӗрлемен чухне, тухаҫҫӗ.
Фермерсен уйӗсем — мулкачсемшӗн юратнӑ тӑранмалли вырӑн, тӗслӗхрен, вӗсем вӑрмантан тӳрех сахӑр кӑшман уйне тухаҫҫӗ те ҫулҫисене пӗр ҫӳллӗш таран ҫиеҫҫӗ, хӑш чухне ӳсентӑранӑн ӳсмелли вырӑнне те кӑшласа кӑлараҫҫӗ, ҫавна пула ӳсентӑран типсе ларать. Мулкачсем уйсене хӑйсен каяшӗпе ҫемҫетни фермерсене лӑпкӑлӑх ҫавах памасть.
Ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнчи экологсем аграрисене электричество хӳмисем, уйрӑмах, вӑрман енчен, вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ, ҫавӑн пекех хӑлхаллӑ сиенҫӗсене альтернативлӑ апат — кишӗр — пама тата шыв савӑчӗсем вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ. Тен, мулкачсем кӑшмана ӗҫес килнӗрен кӑшлаҫҫӗ? Тепӗр тесен, экологсен шухӑшӗпе ҫӑмламас чӗрчунсен сиенӗ вӑйлӑ пӑшӑрханмалӑх ҫав тери пысӑках мар.