Шупашкарта пурӑнакан вӑйпитти арҫыннӑн хваттер укҫине туллин тӳлес килмен.
Пӗчӗк тупӑшлисен ҫав тӳлевӗн пӗр пайне саккунлӑ майпа саплаштарма май пур-ха. Анчах енчӗк ҫӳхине документпа ҫирӗплетсе памалла. Коммерци организацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан 37 ҫулти арҫын суя справка илнӗ. Хӑй директорта ӗҫлет те справка илме йывӑр мар. Хут чӑтать теҫҫӗ.
Пӑтӑрмах 2017 ҫулта пулнӑ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен ҫемье бюджетран субсиди шучӗпе 22,5 пин тенкӗ илнӗ. Сумми пысӑках та мар, анчах ята кӗме нумай кирлӗ мар. Ултав ҫиеле тухсан усламҫӑ укҫана тавӑрса панӑ, апла пулин те ӑна пуҫиле майпа явап тыттарнӑ – суд 45 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.