Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Хусана «Валдай-45Р» теплоход ҫӳреме тытӑннӑ. 45 вырӑнлӑскер пӗр хуларан теприне 3 сехетре илсе ҫитерет.
Шупашкартан теплоход ирхи 8 сехетре тухса каять, Хусантан пирӗн пата килме 16 сехетре тухать.
Ҫул укҫи — 600 тенкӗ. Ку вӑл — аслисемшӗн. 6 ҫултан пуҫласа 10 ҫул таранчченхи ачасемшӗн 300 тенкӗ тӳлемелле. 3 ҫултан кӗҫӗнреххисем тӳлевсӗр ҫӳреҫҫӗ, анчах шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ларса пымалла.
Билета Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче ҫула тухиччен 2 сехет маларах онлайн мелпе туянма май пур.