Ҫак кунсенче Республика кунне халалласа Чӑваш Енре тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫакӑн пек хӗрӳ график вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери экономика формуне ҫитсе килме вӑхӑт тупнӑ.
Унта Михаил Васильевич «Сименс» компанин Раҫҫейри тата Вӑтам Азинчи президенчӗпе Дитрих Мёллерпа тӗл пулса калаҫнӑ. Усламҫӑ Чӑваш Енре регионсем хушшинчи сервис центрӗ тӑвас шухӑшлине палӑртнӑ иккен. Предприяти медицина оборудованине юсассипе специализациленмелле иккен. Калаҫу вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех «Сименс» производствине Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче йӗркелес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Компани элчисем ҫитес уйӑхӑн 8-9-мӗшӗсенче Шупашкара килме шухӑшлаҫҫӗ имӗш.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Георгий Полтавченко суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, социаллӑ тата культура пурнӑҫ енӗпе 2013-2014 ҫулсенче килӗштерсе ӗҫлесси пирки икӗ енлӗ килӗшӳ тунӑ.