Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ (райадминистраци сайтӗнчи информаци тӑрӑх, муниципалитета Александр Куликов ертсе пырать) шанчӑкран тухнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑн.
Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкамасть. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха вӑл выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ.
Элӗк районӗн прокуратури 2021 ҫул вӗҫӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен.