Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗлсе ҫапӑҫмалла!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ирина Дегтярёва 25.06.2013 21:22 | 1896 хут пӑхнӑ

«Лӑпкӑ халӑх пултӑр паттӑр, Вӑл йӑваш — йӑвашлӑх ҫӗттӗр!» — ҫапла чӗнсе каланӑ пире Ҫеҫпӗл Мишши «Тинӗс» сӑвӑра. Тахҫан-авал йӑваш чӑваш та йӑвантарнӑ-ха, тӑшмансене маххӑ паман. Чӑвашсен мӑн аслашшӗсем тутар-монголсене те тӳпке-тӳпке янӑ, ытти-хытти путсӗрсене те сехӗрлентерсе тӑнӑ. Авалхи паттӑрсем пире ҫӗнӗрен хӑват илме, хамӑр вӑя ҫирӗп шанма ӗмӗрсем витӗр чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫак йыхрава эпир тин ҫеҫ кун ҫути курнӑ «Вут-шу пӑлхар-чӑваш ҫапӑҫу ӳнерӗ» (Булгаро-чувашское боевое искусство Вут-шу) кӗнекере уҫӑмлӑнах илтетпӗр. Чӑваш кӗрешӗвӗ пурри пирки пӗлеттӗмӗр-ха эпир, унсӑр пуҫне чӑвашсен ҫапӑҫу та пур иккен. Ҫук-ҫук, лешӗ мар, хаяррине ӗҫсен хаярланнипе пуҫа мӑкӑль, куҫа кӑвак, хӑлхана ҫурӑк лартаканни мар. Ку пачах та ахаль-махаль ҫапӑҫу мар, ҫапӑҫу ӳнерӗ. Тепӗр майлӑ каласан пире кӳрентерме хӑякан путсӗре меллӗн те евӗклӗн чышкӑ, тапкӑ е ҫупкӑ ҫитермелли Искусство! Ҫак ӑсталӑха вӗренес тата ӑна туптас тесен ҫӗнӗ кӗнекене вуласа тухмалла та «Вут-шу» ушкӑна ҫырӑнмалла (vut-shu@yandex.ru адреспа ҫыхӑнма пулать).

«Вут-шу» ҫапӑҫу ӳнерне 9 ҫул хушши тӑрмашса хайланӑ ӑстаҫӑ тата кӗнеке авторӗ — Алексей Егорович Романов. «Вут-шури» ҫапӑҫу мелӗсем, командӑсем тата кӗлӗсем (мантрӑсем) пӗтӗмпех — чӑвашла: хир, сир, тир, тап, ҫап, ҫуп, сул; сӗк, тӗк, пӗк, тӗнт, тӗрт, турт, урт, шарт, т.ыт.те, т.ыт.те. Вут-шу арсен хӑйсен — ҫул пуҫӗ, тумӗ, юмӗ, сумӗ, чӗмӗ, чӑтӑмӗ...

Ҫӗнӗ кӗнеке Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн «Каҫхи мӗлкесем» («Вечерние тени») сӑввипе пуҫланать. Ӑна вырӑсла куҫараканӗ — этногенезӑн пассионарлӑх теорине никӗслекен сумлӑ ӑсчах Лев Гумилёв. Хыҫсӑмахне ҫыраканӗ вара — Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ, Хӗвелтухӑҫ тӗпчевҫи Атнер Хусанкай.

Алексей Егорович Романов «Вут-шу пӑлхар-чӑваш ҫапӑҫу ӳнерӗ: ҫарҫӑ кӗнеки» кӑларӑма Чӑваш наци конгресне халалланӑ. Ҫак кӗнеке кашни чӑвашрах мӗн те пулин вӑрататех. Вӑл хӑйӗн ӑшӗнче Модэ, Атӑл-паттӑр (Атилла) , Купрат, Аспарух, Алмуш юнӗ чупнине аса илет-тӗр.

Шел пулин те, кӗнеке туянас текенсен кӑмӑлне хуҫма тивет — кӑларӑмӑн ҫур тиражне Чӑваш наци конгресне параҫҫӗ, ыттине тивӗҫлӗ арсене парнелесе тухаҫҫӗ. Кӗнеке хӑй вулаканне, ҫӑпӑҫу ӑсталӑхне алла илес текене тупсан иккӗмӗш кӑларӑма та (хушма тиража) вӑрах кӗттермӗҫ. Вара эпир темле тӗттӗм кӗтесре ларакан пуҫтахсем умӗнчен те сӑмсана мӑнаҫлӑн каҫӑртса иртсе кайӑпӑр, кирлӗ пулсан хӑйсене ӑса вӗрентсе хӑварӑпӑр.

#ӳнер, #кӗнекесем, #ҫапӑҫу, #Кӗрешӳ

 

Комментари:

Agabazar // 1455.06.9649
2013.06.26 00:53
Agabazar
Çак кĕнекене чăвашла та кăларма май çук-ши?
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.26 06:37
Ку кĕнеке мĕнле чĕлхепе тухнă?
2013.06.26 08:59
Аçтахар Плотников
Чăвашла та вырăсла та.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем