Шупашкар хулин Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем хӑйсен тӑрӑхӗнче вӑрман вырӑнӗнче ҫурт-йӗр комплексӗ хӑпартса лартассине хирӗҫ иккен. Ҫав вӑхӑтрах республика Элтеперӗ Олег Николаев асӑннӑ комплекс валли 1 миллиарда яхӑн тенкӗ инфраструктура кредичӗ пама йышӑну кӑларнӑ.
«Дубрава-парк» ҫурт-йӗр комплексне вӑрман вырӑнӗнче хӑпартмалла-мӗн. Унта нумай хваттерлӗ 19 ҫурт пулмалла-мӗн. Вӗсенчен 15-шне 10 хутран пуҫласа 21 хутлӑ тӑвасшӑн иккен.
10 миллион ытла тенкӗ тӑракан проект хальлӗхе хатӗр мар-мӗн-ха. Эскиз вара пур. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр комплексӗ Миттов бульварӗ, Фруктовӑй, Тополинӑй урамсем тата Сугутка юханшывӗ хушшинче пулӗ.