Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Общество палатин ҫӗнӗ йышӗ йӗркеленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 26.06.2013 19:59 | 1612 хут пӑхнӑ

Общество институчӗсен йышӗ ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗр ӳсет теҫҫӗ хӑшӗсем. Чӑн та, ҫапла калама сӑлтавӗ те ҫук мар-тӑр ҫав. Хальхи вӑхӑтра кашни министерство-ведомство ҫумӗнче общество канашӗсем йӗркеленнӗ. Ҫын правине пӗри хӳтӗлет, ачасенне — тепри. Усламҫӑсене те кӳрентерме парасшӑн мар — вӗсене хута кӗрекен те пур. Республикӑн Общество палатине пуҫарнӑранпа икӗ ҫул хыҫа юлчӗ. Халӗ, акӑ, унӑн ҫӗнӗ йышӗ йӗркеленчӗ.

Паян вара ҫӗнӗ йыш хӑйӗн йӗркелӳ ларӑвне пухӑнчӗ. Йыш 21 ҫынтан тӑрать. Хӑшӗсем ҫӗнӗ ҫынсем, унчченхи йышран юлнисем те пур.

Паянхи ларура пӑхса тухнӑ ыйтусем пурте суйлавпа ҫыхӑнчӗҫ. Сӑмахран, палатӑн ертӳҫипе ҫумне, ҫыруҫине суйларӗҫ. Сӑмах май, ку должноҫсене унччен пулнисенех хӑварчӗҫ. Ҫапла вара Общество палатине Леонд Шимин ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулса Светлана Лясина тӑрӑшӗ, ҫыруҫӑ ӗҫӗнче — Николай Косыев. Общество палати комитетсене те унчченхиллех хӑварма йышӑнчӗ. Вӗсем тӑватӑ тӗрлӗ пулӗҫ: экономика аталанӑвӗ; социаллӑ политика; культура, вӗренӳ, этноконфесси хутшӑнӑвӗсем тата информаци политики енӗпе; ҫынсен прави тӗлӗшпе.

Йӗркелӳ ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — республика Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов тата ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов хутшӑнчӗҫ, Общество палатин витӗмне пысӑка хурса хакларӗҫ.

#ларусем, #суйлав, #политика, #общество палати

 

Комментари:

Migulaj // 3979.23.6070
2013.06.27 16:42
Кунта эпĕ çырнине тата мĕншĕн кăтартман? Вăл ман шухăш кама та пулин чăрмантарать-им? Е икĕпитлĕх кунта тымар янă?
2013.06.27 18:11
Аçтахар Плотников
Эп ĕнер скрипта çĕнетрĕм, çавăнпа та хăшĕсен çырăвĕсем çапла курăнма пуçларĕç. Сăлтавĕ — çавăнта-ха.

Кунта вара: «Кунта эпĕ çырнине тата мĕншĕн кăтартман? Вăл ман шухăш кама та пулин чăрмантарать-им? Е икĕпитлĕх кунта тымар янă?» çырнă.
2013.06.27 19:30
Аçтахар Плотников
Çĕнетӳ çапах та хыпарсен пайĕнче шухăш кĕртессине самай çĕмĕрнĕ иккен. Микулай, сирĕнне кăна мар, хамăнне те шифрласа вырнаçтарма тытăннă.
Халь юсарăм пулас. //йывăрлăх та пурччĕ — скрипчĕ пĕр пулнăран сайтăн ытти пайсене те тивме пултарĕччĕ. Ку йывăрлăха çĕнтертĕм пулас.
2013.06.27 19:33
Аçтахар Плотников
Эсир маларах мĕн çырнине тавăрма, шел те, пулмасть. Вулама май çук тесе эп вăл шухăшсене тĕппипех кăларса пăрахрăм.
Migulaj // 3979.23.6070
2013.06.27 20:30
Юрать. Ăнăçусем сунатăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем