Кӑҫал 6 уйӑхра республикӑра 720 ҫын вӑйлах наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 325-шӗ эрех-сӑрапа минренӗ. 94 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнине пула вилнӗ.
17 ҫула ҫитмен 34 ача спирт шӗвекӗ ӗҫсе хӑйне япӑх туйнӑ. 14 ҫула ҫитменнисен йышӗнче 14 яш-хӗр эрех ӗҫнине палӑртнӑ. Эрехпе ытларах Элӗк, Красноармейски, Патӑрьел, Канаш, Муркаш, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ районӗсенче, Шупашкарта, Улатӑрта наркӑмӑшланнӑ.
Кӑмпапа наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ. Унашкал 7 тӗслӗхе шута илнӗ.