Ҫуллахи кунсене пурте чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр пулин те вӗсем ыррипе кӑна мар асра юлаҫҫӗ. Ҫу вӑхӑчӗ ҫитнӗренпе республикӑра шыва путса вилнӗ тӗслӗхсем тӑтӑшах тӗл пулма тытӑннӑ.
Ытларикун, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчи пӗвере 52 ҫулхи путса вилнӗ. Чӑваш Енчи Раҫҫейӗн ИӖМ ПУ пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ инкек ирхи 9 сехетре пулса иртнӗ. Хальлӗхе путса вилнӗ арҫын ӳсӗр е урӑ пулнине пат татса калаймаҫҫӗ-ха. Комсомольски районӗнчи Йӑлмахва ялӗнчи пӑтӑрмахра вара — вӑл ҫӗртмен 22-мӗшӗнче пулнӑ — 35-ри арҫын ӳсӗрле вутӑшсен аллине лекнӗ.
Кӑҫал республикӑра шыв таврашӗнче пуре 11 пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ. Вӗсенче 8 ҫын вилнӗ, 13 ҫынна ҫӑлма пултарнӑ. Ҫапла май пурне те асархаттарас килет — шыва кӗрсен инкек-синкек тухасран тимлӗхе ан ҫухатӑр.
Аса илтеретпӗр, официаллӑ майпа республикӑра 15 пляж ӗҫлет.