Чӑваш Енре пурӑнакансенчен 5,7 проценчӗ ҫеҫ вӑтам класс шутланать. «Рейтинг» информаци агентстви ҫӗршывӑн регионӗсенче пурӑнакансен тупӑш шайне тишкерсе рейтинг хатӗрленӗ.
Вӑтам класа машина, хваттер туянма пултаракан, тупӑш шайӗ ҫителӗклӗ, йӗркеллӗ канма май тупакан ҫынсем кӗреҫҫӗ. Мӗнпур кредита тӳленӗ хыҫҫӑн вӗсен пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе икӗ минимумран кая мар юлмалла. Пирӗн тӑрӑхра ун пек ҫемьесен йышӗ пӗтӗмпе те — 5,7 процент ҫеҫ. Ҫӗршыври 85 регионтан пирӗн республика ку кӑтартупа 64-мӗш вырӑн йышӑнать.
Раҫсейре вӑтам класа ҫемьесен 11,5 проценчӗ кӗрет. Ун пеккисем Ямал-Ненецк автономи округӗнче, Магадан облаҫӗнче тата Чукоткӑра ытларах. Ингушетипе Чечняра ун пек ҫемьесем сахалтарах.