Ҫӗнӗ Шупашкарта пляжа хирӗҫ, Атӑлта, матрассем ҫинче пыракан хӗрарӑмпа виҫе ачана шыв юххи илсе кайнине ҫынсем асӑрханӑ. Вӗсемех ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.
Ку ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем моторлӑ кимӗпе вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Икӗ матрас ҫинче хӗрарӑм тата 18 ҫул тултарман 3 ҫамрӑк пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вӗсене кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Юрать-ха, никам та шар курман.