Канаш районӗнчи Шӑхасанти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, 11-мӗшӗнче, пурӑнакансем путвалта шыв тӑнипе, унтан ырӑ мар шӑршӑ хваттерсене хӑпарнипе халтан кайнӑ. Ҫуркуннеренпех ҫапла-мӗн. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсем килсе шыва уҫласа каяҫҫӗ иккен те, анчах кӑштахран каллех тулать.
Ҫакӑн сӑлтавне шыранӑ май ҫуртра пурӑнакансем канализаци пӑрӑхӗ шӑтӑк пуль тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫурта тытса тӑракан компани вара хваттерте пурӑнакансене хӑйсене айӑплать. Вӗсем хӑйсем тӗллӗн путвал чавса пӗтернӗ мӗн-те ҫумӑр шывӗ лекет имӗш. «Дренаж тӑвасси пирки эпӗ темиҫе хутчен те сӑмах хускатнӑ», — тет иккен компани директорӗ Сергей Иванов. Анчах ку ӗҫе камӑн тытса тумалли пирки вӑл шарламан.