Ҫак канмалли кунсенче республкӑра ҫил-тӑвӑл алхасас хӑрушлӑх пур-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви тата Чӑвашгидрометцентрӗ пӗлтерет. Синоптиксем аслати тата авӑк ҫил вӗрессине систереҫҫӗ. Улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑмалла иккен, вырӑн-вырӑнпа ҫумӑр кӑштах ҫӑвасса шантараҫҫӗ.
Сывлӑш температури каҫхине 16–23 градус пулмалла, кӑнтӑрла – 28–33 градус ӑшӑ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен ҫеккунтра 3–8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле, аслати вӑхӑтӗнче унӑн хӑвӑртлӑхӗ 20 метра ҫитмелле.
Ҫил-тӑвӑла пула ҫутӑ тата ҫыхӑну пӑралукӗсем татӑлас хӑрушлӑх пулӗ. Автотрнапсортӑн та ҫулта-йӗрте асӑрхануллӑ пулмалла. Тата ҫанталӑк шӑрӑх та типӗ тӑнине пула вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.