Ӗнер, Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче, кӳлмек тавра карталанса тӑнипе Чӑваш Ен Раҫҫей рекордне ҫӗнетнӗ. Кунашкал вӑрӑм вӑйӑ карти ҫӗршывра хальччен пулман. Кӳлмек тавра 12 пин те 731 ҫын тӑнӑ.
Кӳлмек таврари лаптӑка 18 сектора пайланӑ. Кашнинче нимеҫӗ пулнӑ, ҫынсене картана тӑма пулӑшнӑ. Икӗ йӗркелӳҫӗ ҫынсене ятарлӑ хатӗрпе 40 минутра шутланӑ.
«Кӗҫех ҫак ҫитӗнӗве Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекинче курӑпӑр!» - ҫапла ҫырнӑ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналӗнче.