Шупашкар хулинче 24 ҫулти хӗр каҫхи клуба кайсан телефонсӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ун пирки тӳрех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хыпарлаканӗсем — хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи каҫхи клуба ӗҫлекен хуралҫӑсем. Вӗсенчен вара пӗр хӗр пулӑшу ыйтнӑ.
Пике 100 пин ытла тенкӗ тӑракан айфонпа ҫӳренӗ. Хаклӑ япала ҫухаланине хӗр ир енне асӑрханӑ, ҫавӑн пирки хуралҫӑсене пӗлтернӗ. Хуралҫӑсем видеокамерӑсене пӑхнӑ та, пӗр каччӑ хайхи хӗре бар стойки патӗнче юри кӑштах тӗкнине, унтан пикен джинс шӑлаварӗн кӗсйинчи телефона кӑларса илнине асӑрханӑ. Каччӑна тӳрех тытса чарнӑ.
21 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа унччен айӑпланманскере тӳре пӗр уйӑхри шалу виҫилӗх штраф хурса пама йышӑннӑ.