Ачасем ҫурални – кашни ҫемье пурнӑҫӗнчи калама ҫук пӗлтерӗшлӗ те савӑнӑҫлӑ самант. Ҫемьере харӑсах икӗ пӗчӗк ача хушӑнсан вара телейӗ те, ачасене ӳстернӗ мӗнпур самант та икӗ хут пысӑкрах.
Паян, авӑнӑн 13-мӗшӗнче, Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа черетлӗ, 19-мӗш йӗкӗреш регистрациленӗ.
2022 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Н. ҫемье «Пепкелӗх центрӗнче» икӗ хут телейлӗрех пулса тӑнӑ. Вӗсен пӗрремӗш пепкисем — икӗ арҫын ача — Элекҫейпе Тимахви ҫуралнӑ.
ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем телейлӗ ашшӗ-амӑшне харӑсах икӗ пӗчӗк ача ҫуралнӑ ятпа саламласа вӗсене пурнӑҫри пӗрремӗш патшалӑх хучӗсене – ҫуралнине ӗнентерекен хутсене – пачӗҫ, юлашкинчен вӗсене ырлӑх-сывлӑх, телей тата юрату сунчӗҫ.