Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Шупашкарсен Китайри сывлӑха ҫирӗплетмелли хускану занятийӗсене тӳллевсӗр ҫӳреме май пур

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.09.2022 21:27 | 5757 хут пӑхнӑ
Спорт
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

«Демографи» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри — ҫӗршыври пурнӑҫ вӑрӑмӑшне ӳстересси. Ҫакна пурнӑҫлама хастар вӑрӑм ӗмӗре аталантаракан тӗрлӗ проект пулӑшать. Сӑмахран, нумаях пулмасть Шупашкарта Китайри сывлӑха ҫирӗплетмелли гимнастика енӗпе уҫӑ занятисем пуҫланнӑ, кӑмӑл пур пулсан унта пурне те йышӑнаҫҫӗ. Нацпроектсен мероприятийӗсене ирттерес ӗҫ Денис Спирин администраци пуҫлӑхӗ хушнипе йӗркеленет.

Занятисем П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш Республикин кунг-фу федерацийӗн пайташӗ Светлана ертсе пынипе иртнӗ. Текстильщик микрорайонта пурӑнакансем сывлав упражненийӗсен усси пысӑк пулнине пӗлнӗ, Тайцзицюаньпе Цигун китайсен гимнастики тивӗҫтерекен лайӑх кӑмӑла хӑйсем тӗллӗн туйса илме пултарнӑ. Интенсивлӑ хусканусем иммунитета тата чӗрепе юн тымарӗсен системине ҫирӗплетни, кӑмӑла ҫӗклени, чылай вӑхӑтлӑха вӑй-хӑвата тивӗҫтерни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар-ҫке. Кунсӑр пуҫне вӑл — чир-чӗртен упранмалли тата пурнӑҫ вӑрӑмӑшне тӑсмалли меслет те.

Курма пынисене интерактивлӑ занятисем ҫав тери килӗшнӗ. Нумайӑшӗ ҫитес вӑхӑтра пулмалли тренировкӑсене ҫырӑннӑ. Вӗсем «Спартак» стадионӑн административлӑ корпусӗн пӗчӗк залӗнче кашни юнкун (11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен) тата эрнекун (11:30 сехетрен пуҫласа 12:30 сехетчен) иртӗҫ.

#Шупашкар, #хусканусем, #сывлӑх, #наци проекчӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем