Чӑваш Енре ҫутҫанталӑка хӳтӗлес енӗпе ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Шупашкарти районсем хушшинчи прокурор должноҫне юстицин кӗҫӗн советникне Николай Костенкӑна шаннӑ.
Николай Васильевич унччен Ивановӑри, Волгоградри районсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокурорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинчи прокуратурӑра тӗрлӗ должноҫра тимленӗ.