Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Чӑвашлӑх: Тутарстан чӑвашӗ премие тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.09.2022 07:54 | 890 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
metr12.ru тата Николай Плотников сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж
metr12.ru тата Николай Плотников сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Т. Ташней хатӗрленӗ коллаж

Ҫеҫпӗл Мишши премине Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдурад Бахимисова пама йышшӑни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ списока тата тепӗр ҫын лекнӗ. Вӑл – Звениговӑри аш-какай комбинаначӗн генеральнӑй директорӗ Иван Казанков.

Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валери Туркай пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Ивановича та премие «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварасишӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» парас тенӗ.

Иван Казанков 1942 ҫулта Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Хусанти Бауман ячӗллӗ Ветеринари институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗ те пулнӑ.

#Хусан, #ят-сум, #премисем, #чыславсем, #укҫа-тенкӗ, #Тутарстан, #чӑвашсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валентин // 2853.75.4819
2022.09.21 23:34
Звенигово хули Тутарстанра мар,Мари Эл Республикинче вырнаҫнӑ...
2022.09.22 12:46
Аçтахар Плотников
Шуланкӑ (Звенигово) Тутарстан хули тесе ҫырман-иҫ…

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем