Правительство паян газшӑн, ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ӑшӑшӑн тӳлемелли тарифсене маларах хӑпартма йышӑннӑ. Хаксене кӑҫал та ӳстернӗччӗ. Тепӗр хутчен вӗсене 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хӑпартмалла пулнӑ та, РФ Правительстви ку утӑма ҫичӗ уйӑх маларах тума йышӑннӑ.
Хаксен ӳсӗмӗн чи пысӑк виҫи 9% ытла пулмӗ, — тесе шантарнӑ Минэкономаталану пресс-службинче.
Кун хыҫҫӑн хаксене 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна ӳстересси пирки шантараҫҫӗ. Апла пулин те халӑхӑн 7 уйӑх хушши ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ытти коммуналлӑ тӑкакшӑн малтан планланинчен ытларах укҫа кӑларса хума тивӗ. Ҫак утӑма тума, имӗш, коммуналлӑ хуҫалӑх кӑлтӑксӑр ӗҫлемешкӗн, пахалӑха упраса хӑвармашкӑн тума тивет.
Ведомство лӑплантарнӑ тӑрӑх социаллӑ тӳлевсене те хӑпартӗҫ, вӗсен виҫине ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ чухне коммуналлӑ тӳлев ӳснине шута илӗҫ.
Ҫӗнӗ хаксене кашни субъект хӑй палӑртӗ.