Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: ППЭ пӗтӗмлетӗвӗ: ачасем ӑсланса пыраҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 02.07.2013 18:13 | 1467 хут пӑхнӑ

Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытассипе 100 балл пухнисен йышӗ Чӑваш Енре икӗ хут ытларах ӳснӗ-мӗн. Тепӗр лайӑх кӑтарту шутӗнче — иккӗ илекенсен шучӗ чакни. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернине шута илсе хыпарлать.

Шкул пӗтерекенсем кӑҫал 14 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Пурин те тытмалли предметсемпе — вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа — тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнисен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал 1,47 процент ӳснӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, экзамена хутшӑннисенчен 97,97 проценчӗ шкул сукмакне вун пӗр ҫул хушши ытахальтен такӑрлатманнине ӗнентерсе панӑ. Чи ӑслӑ ачасем Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗмӗрле хулинче теме юрать-тӗр, мӗншӗн тесен унта чи пӗчӗк балран пӗчӗкрех илекен пулман. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ тӑрӑх хакласан, вырӑс чӗлхине тата математикӑна Улатӑр районӗпе хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче начартарах ӑшӑ хывни сисӗнет. Сӑмах май, Улатӑр хули пӗлтӗр те «хӳрешкере» пулнӑ. Унсӑр пуҫне ҫак списока ҫавӑн чух Канаш хулине тата Ҫӗрпӳ районне кӗртнӗ пулнӑ.

Кӑҫалхи экзамента Чӑваш Енри ачасем вырӑс чӗлхипе вӑтамран 66,85 балл пухнӑ (пӗлтӗр — 65,70), математикӑпа — 56,1 балл (пӗлтӗр — 50,32). Вырӑс чӗлхипе 35 ача йӑлт пӗлет имӗш — вӗсем 100 балл илнӗ. Математикӑпа 100 балл пухнине тӗпе хурсан ӑна 47 ача алӑри пилӗк пӳрнене евӗр пӗлет тесе пӗтӗмлетмелле.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #ППЭ, #Улатӑр, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #экзаменсем, #Улатӑр районӗ, #Канаш, #Ҫӗмӗрле районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем