Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпар: Лапсар ҫывӑхӗнче светофор ӗҫлеме пуҫларӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.01.2008 15:31 | 1528 хут пӑхнӑ

2008 ҫул пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Лапсара кӗрекен ҫул ҫинче светофор ӗҫлеме пуҫларӗ. Лапсар ҫыннисем ӑна тахҫанах кӗтетчӗҫ - вӗсем валли пысӑк парне пулса тӑчӗ. Раҫҫей экономики ӳснӗ май йывӑр тиенӗ машинсен йышӗ те ҫул ҫинче нумайланчӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Лапсаралла е Кӳкеҫ еннелле пӑрӑнас тесен ҫав ҫул тӑваткалӗнче автобуссен, ҫӑмӑл машшинсен темиҫе минут кӗтсе тӑма тиветчӗ - тӗп М7 ҫулпа иртекен машинсен йышӗ ытла та пысӑкчӗ. Ку та кӑна мар, ҫак кӗтесре аварисем час-часах пулса иртетчӗҫ.

Светофор лартнин пӗр ҫитменлӗхӗ кӑна пур - М7 трасса тӑрӑх ҫӳрекен йывӑр машинсен ун патӗнче чарӑнма тивет. Тата светофорӗ тӑвайкинелле хӑпаракан ҫул ҫинче ларнӑ май йывӑр машинасем чарӑннӑ хыҫҫӑн аран-аран тапранса каяҫҫӗ - капла шуҫлак ҫанталӑкра ҫул пӑкӑланса ларма та пултарать.

#Лапсар, #ҫул-йӗр

 

Комментари:

Victor // 2909.68.8036
2008.01.13 04:40
Victor
"Раççей экономики ÿснĕ май йывăр тиенĕ машинсен йышĕ те çул çинче нумайланчĕ". - Ку вара сан хун шухӑшу е мӗнле те пулин статтистиккӑлла факт? Проппакантӑ шарши сӑмсана ҫурать...
2008.01.15 16:21
Аçтахар Плотников
Эпĕ вăл факта çак çул çывăхĕнче, çак çул тăваткалĕнчи йывăрлăхсене курнă май çыртăм ĕнтĕ. Раççей экономики арканма пуçланă вăхăтра йывăрлăхĕ çухала пуçларĕ... анчах та хальхи вăхăтра йывăр машин шучĕ самай пысăкланчĕ. Тата унта çулĕ сарлака пулманран çав йывăр машинăсем хыççăн тем вăрăмăш хÿре тăсăлать... М7 çул çинче юлашки çулсенче йывăр машина шучĕ ытла та тумайланчĕ. Енчен те малтан эпĕ Чулхулана автобуспа 4 сехет хушши çитеттĕмччĕ пулсан, халĕ вара 5 сехет хушшинче çитме май çук. Машинасен шучĕ нумайланчĕ çав... Пропоганда, е проппакантă-и, анчах та çул çинче машин шучĕ (уйрăмах йывăр машинасен шучĕ) нумайланни куçкĕретех.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем