Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Эпӗ сана юратнине чӑваш халӑхне пӗлтер...»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Надежда Кириллова 30.10.2022 16:34 | 3141 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Г.Н. Волков академике аса илсе...

«Анчах хура кӗвӗҫӳпе

Ҫав ҫӑлтӑр пуррине те мар,

Ун ҫутине те йышӑнмастпӑр.

Ҫӑлтӑр ҫути тарӑхтарать,

Хӑйӑ ҫути – ҫырлахтарать...»

Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат

 

Тӗнчене Чӑн Чӑваш Чунӗпе тӗлӗнтернӗ Геннадий Никандрович Волков этнопедагог, академик – Кашкӑр Хуначи ҫуралнӑранпа 95 ҫул, чӗри тапма чарӑннӑранпа вара кӑҫалхи декабрь уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 12 ҫул ҫитет.

Ман хамӑн Геннадий Никандровича вӑтӑр икӗ ҫул хушши пӗлсе-курса тӑнине ӗненессӗм те килмест. Хӑйшӗн те вӑл тӗлӗнмелле пулниех: «Сана, ҫап-ҫамрӑк та ӑслӑ хӗре, паянхи пекех асра тытатӑп тени ҫитмӗ, паян кунчченех куҫ умӗнче тӑратӑн тени, вырӑнлӑрах пулӗ», - тесе ҫырать вӑл мана 50 ҫул ятпа саламласа ҫырнӑ 2010-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче халалланӑ пехилӗнче. Вӑтӑр икӗ ҫул (1978-2010) академикпе ҫыхӑннӑ самантсем куҫ умне халӗ те яр-уҫҫӑн тухса тӑрса мана пӑлхантараҫҫӗ те, савӑнтараҫҫӗ те, ҫав вӑхӑтрах тарӑн шухӑша яраҫҫӗ...

«1979 ҫул. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗ. Г.Н. Волков килчӗ пирӗн пата. Пирӗн актер ӑсталӑхӗпе кӑтартакан ӗҫсене, цирк номерӗсене пӑхса ларчӗ. Малалла вӑл пирӗн пата эрнере пӗр хутчен килме пуҫлать. Тӗлӗнмелле ҫын. Чӑвашсем ҫинчен мӗн кӑна пӗлмест иккен вӑл, ун пекки Чӑвашра пӗрре пулӗ. «Сире питӗ кирлӗ ҫын», - терӗ пире илемлӗх ертӳҫи Смирнов Владимир Константинович. Эпир ӑна хамӑр та ӑнланатпӑр», - тесе ҫырса хунӑ эп ҫав ҫулхи кун кӗнекинче Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче вӗреннӗ май.

Пирӗнпе ҫывӑхарах паллашас тесе Геннадий Никандрович актер ӑсталӑхӗпе ирттерекен уроксене, экзаменсене пӑхма тӑрашатчӗ. „Эп паян сирӗн пӗрлешӳлӗхӗре куртӑм. Пирӗн пединститутрах ун пек мар, пӗрлешӳлӗх ҫук. Пулас педагогсене вал питӗ кирлӗччӗ”, - терӗ вӑл пӗррехинче эпир пӗрремӗш курс хыҫҫӑн ирттернӗ экзамена курнӑ хыҫҫӑн. Ҫав ҫулах Геннадий Волков виҫӗ ҫуллӑха ӗҫлесе пурӑнмалла Германи ҫӗршывне тухса кайрӗ. Хӑйӗн юратнӑ мӑшӑрне ҫухатнишӗн хӑйне питӗ айӑплатчӗ: „Мана Шупашкартан айӑпласа кӑларса яниех ҫапса хуҫрӗ ӑна”, - тетчӗ.

Анчах унпа пирӗн пурпӗрех ҫыхӑну татӑлман. Актер ӑсталӑхӗпе вӗрентекен пирӗн педагог Наталья Алексеевна Петрова вӑл вӑхӑтра Германи ҫӗршывне спектакльсем лартма кайса ҫӳретчӗ те, унта вӑл Волковпа курнӑҫни ҫинчен пире каласа паратчӗ, пире валли салам илсе килетчӗ. Пирӗн педагогсем те, эпир те, Геннадий Никандровича хамӑр пата таврӑнасса питӗ кӗтеттӗмӗр, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑталла Г.Н. Айхи пуҫарӑвӗпе чӑваш поэзине фольклорпа ҫыхӑнтарса эпир диплом спектаклӗпе ӗҫлеме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Виҫӗ ҫул Германире пурӑннӑ хыҫҫӑн Г.Н. Волковӑн Мускава таврӑнмаллаччӗ.

1983-мӗш ҫулта вӑл, Германире виҫӗ ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн Мускава каялла таврӑнсан, пирӗнпе ҫав пулас диплом спектаклӗпе ӗҫлеме пуҫларӗ: „Курс страноведения Чувашской АССР” ятлӑччӗ вӑл ирттерекен предмет. Темӑсен списокӗнче чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисем ҫинчен кӗртнӗ лекцисем те пурччӗ. Эпир Петӗр Хусанкай, Петр Егоров, Никита Бичурин, Борис Алексеев, Андриян Николаев ҫинчен тӗлӗнмелле лекцисем итлеме пуҫларӑмӑр. «Чувашам о чувашах» тесе ят панӑччӗ пирӗн илемлӗх ертӳҫи Владимир Консмтантинович Смирнов Г.Н.Волков ирттерекен ҫак лекцисене. Эпир, чӑнах та, чӑвашсен чапа тухнӑ ҫыннисем ҫинчен нимӗн пӗлменпе пӗрехчӗ, ҫавӑнпа ҫӑвара карсах итлеттӗмӗр. Этнопедагог диплом спектаклӗнче пире пулӑшма ҫакӑн пек темӑсемпе лекцисем кӗртнӗччӗ:

  1. Освободительные традиции пердков чуваш.
  2. Материальная культура.
  3. Духовная культура (язык, фольклор, театральные формы чувашского народа)
  4. Эстетические традиции чувашского народа.
  5. Трудовые традиции чувашского народа.
  6. Воспитание детей. Среда.
  7. Участие чуваш в революции.
  8. Строительство социализма в Чувашии.
  9. Чуваши в годы Великой Отечественной войны.
  10. Выдающиеся люди Чувашии: Петр Хузангай, Петр Егоров, Никита Бичурин, Михаил Сироткин, Борис Алексеев, Андриян Николаев.
  11. О походе самого Г.Н. Волкова вдоль границы Чувашии в течение 36 дней.

Мускаври театр институтӗнче вӗрентекенсем пире, чӑваш ачисене, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарни, пире пӗр чӑмӑра пӗрлештерме пултарни Геннадий Никандровича чӑннипех те савӑнтаратчӗ: «Сирӗн пӗрлешӳлӗхе курса тӗлӗнетӗп», - тетчӗ вӑл час-часах пирӗн ҫине ӑшшӑн савӑнса пӑхса. Чӑваш Республикин чиккипе ҫуран утса тухнӑ ҫын Г.Н. Волков пирӗнпе яланах чӑваш халӑхӗ ҫинчен, ун ҫыннисем ҫинчен калаҫатчӗ. Хӑйӗнчен ҫирӗм ҫул аслӑрах Петӗр Хусанкая, 22 ҫул кӗҫӗнрех Андриян Николаева хӑй асӗнчен ямастчӗ, вӗсемпе тӗлпулнӑ тӗлӗнмелле самантсене час-часах аса илетчӗ. «Ютра пурӑнсан чӑваш чӗлхи тата кирлӗрех иккен. Аякка тухса ҫӳресе эп Чӑвашпа тата ытларах ҫывӑхлантӑм, вӗсем ҫинчен ытларах шутлакан пултӑм”, - тетчӗ вӑл.

Вӑхӑчӗ чӑнах та питӗ телейлӗ пулнӑ пирӗн! Пулас чӑваш поэзийӗпе фольклор спектакльне институтра вӗрентекен вырӑс педагогӗсем Владимир Константинович Смирновпа Наталия Алексеевна Петрова Чӑваш сцени ҫине кӑларас ӗҫе пуҫарса яни пире Чӑваш тӗпчев институчӗпе, Геннадий Айхи поэтпа, Элли Юрьев художникпа, Петр Андреев журналист-юрӑ пухаканпа, Геннадий Волков этнопедагогпа ҫыхӑнтарса пысӑк ӗҫ тума хавхалантаратчӗ. Юратнӑ Чӑваш театрӗ ҫеҫ шӑпланнӑччӗ шӑпах пире чи кирлӗ ыйтусене татса памалли вӑхӑтра. Спектакльти костюм, декораци ыйтӑвӗсем, кӗвӗ ҫыртарас, фольклор ташшисене лартакан Николай Никифоров ташӑҫӑпа ӗҫлеме хӑҫан пуҫласси пирки калаҫса татӑлас ыйтусене Чӑваш театрӗн ертӳҫисем вӑхӑтра татса памарӗҫ. «Тӗлӗнмелле маттур чӑваш ачисем» (Г.Н. Волков сӑмахӗ) чӑваш фольклор спектаклӗпе чӑваш халӑхне тӗлӗнтересрен хӑраса ӳкнӗ тейӗн!

Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Геннадий Никандровичпа эпӗ нумай вӑхӑт хушши тӗл пулман, анчах Мускавпа калмӑк ҫӗршывӗнче ӗҫлесе пурӑнакан Г.Н. Волков статйисене чӑваш хаҫат страницисенче чылай курнӑ, вуланӑ. 1991-мӗш ҫулта Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ тӗнче литературин институтӗнче Кирилл Кириллов хӑйӗн наука ӗҫӗпе („Особенности становления и развития чувашской драматургии в контексте тюркских литератур Урало-Повольжья (1920-ые годы) кандидат ӗҫне хӳтӗлерӗ. „Геннадий Никандрович Волков ман оппонент пулма килӗшрӗ”, - тесе савӑнса пӗлтерчӗ вӑл мана кун ҫинчен кӑшт маларах. Ун чух Г.Н. Волков педагогика наукисен докторӗ, СССР педагогика наукисен академикӗччӗ ӗнтӗ. Кирилл Кириллов хӑй наука ӗҫӗпе И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх институчӗпе ҫыхӑнса ӗҫленӗ. Пӗр палламан Кирилл Кирилловӑн оппоненчӗ пулма килӗшнӗ Геннадий Никандрович Волков вӑл вӑхӑтра.

2003-мӗш ҫул ҫав тери асра. Ун чух мана Ульяновск хулинче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитнӗ ятпа иртекен симпозиума илсе кайрӗҫ. Мероприятине Николай Тарасович Савруков йӗркеленӗ, уяв концертне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Г.Т. Терентьев йӗркелет. Концерт программинче эпир Тӑвай енӗн халӑх юрӑ ансамблӗпе пӗрле, вӗсем – ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, эпӗ концерта ертсе пыратӑп тата ман вулав номерӗсем пур. Геннадий Терентьев Иван Яковлев халалне вулать. Уяв пуҫланас умӗн И.Я. Яковлев шкул картишӗнче ҫӳретпӗр. Сасартӑк картишӗнче Г.Н. Волковпа Т.Н. Петровӑна тӗлпулатӑп. Ун чух Т.Н. Петрова пирки Г.Н. Волков ӗҫне малалла тӑсакан ҫын тетчӗҫ. Паллах, сӑмах чӗнмесӗр иртсе кайма пултараймарӑм.

— Ырӑ кун, Геннадий Никандрович! Эсир мана астӑватӑр-и, манса кайман-и? – тетӗп. Унтан хам Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе тухнине, вӑл пире унта вӗрентнине аса илтерсе хамӑн ятпа хушамата калатӑп.

— Ҫук, ҫук, эп сире манман, - хуравлать Геннадий Никандрович. – Эсир симпозиум хыҫҫӑн концерт кӑтартатӑр пулӗ-ха?

— Ҫапла, - хуравлатӑп эпӗ. – Иван Яковлев уявне ирттерме килтӗмӗр, ҫав ятпа ҫак концерта хутшӑнтарчӗҫ.

— Аван, аван, - тет Геннадий Никандрович.

Ҫакӑнпа пирӗн калаҫу вӗҫленет.

Ҫав 2003-мӗш ҫулах чӳк уйӑхӗнче унпа Мускавра тепӗр хут тӗл пулма тиврӗ. Пирӗн юратнӑ, СССР халах артистки Вера Кузьминична Кузьминан 80 ҫулне Мускавра ирттерме йышӑнчӗҫ. Ҫав ятпа Мускаври Таганка театрӗн сцени ҫинче Г. Лоркан „Арҫынсӑр хӗрарӑм” (Дом Бернарды Альбы) трагедийӗпе лартнӑ спектакле сцена ҫинче кӑтартрӑмӑр. Унта Мускав чӑвашӗсем курма пынӑччӗ. Уяв хыҫҫӑн Геннадий Волковпа уйрӑммӑн сӑн ӳкерӗнни асра юлнӑ.

2004-мӗш ҫул. Чӑваш халӑхӗшӗн хурлӑхлӑ вӑхӑт. Андриян Николаев космонавта пытарнӑ самант. Пӗтӗм Шупашкар халӑхӗ, чӑваш халӑхӗ урамра пуҫтарӑннӑ пек туйӑнать. Вӑл вӑхӑтра калмӑк ҫӗршывӗнче ӗҫлесе пурӑнакан Геннадий Волков та Андриян Николаева юлашки ҫула ӑсатма Шупашкара ҫитнӗ. Чӑваш театрӗн умӗнче хурлӑхлӑ митинг. Ҫав тери Андриян Николаева юратакан Г.Н. Волкова темшӗн уйрӑлу сӑмахне каланӑ ҫынсен списокне кӗртмен. Питӗ сӑпайлӑскер, хӑй те пырса сӑмах ыйтма хӑяйман паллах. Правительство шайӗпе пӑхса тухнӑ-ҫке кама сӑмах памаллине. Геннадий Никандрович эп тӑракан вырӑнтан инҫех мар тӑрать. Халӑхпа пӗрле, анчах кӑштах маларах тухнӑ, Андриян Николаев ӳчӗ выртакан вырӑна ҫывӑхарах тӑрать, ун патнелле туртӑннӑ, чунӗ вара ҫав тери хурлӑхлӑ. Эпӗ, халӑх хушшинче тӑраканскер, Геннадий Волкова сӑмах паманнишӗн кулянса, Андриян Николаев ҫинчен вӑл пире каласа панӑ самантсене аса илетӗп те, мана тата та хурлӑхлӑ пулса каять: „Манӑн чи вӑйлӑ тӑватӑ юрату, тӑваттӑшӗнчен иккӗшӗ вырӑс. Пӗрремӗшӗ – Валерий Чкалов, иккӗмӗшӗ – Юрий Гагарин. Виҫҫӗмӗшӗ – Андриян. Тӑваттӑмӑшӗ халь – Николай Гаврилов. Андриян, тӗнче юратӑвӗ, Сан-Паула губернаторӗпе мӗнле хӑюллӑ калаҫрӗ вӑл. „Акӑлчанла калаҫатпӑр-и, нимӗҫле-и? – тесе ыйтаҫҫӗ унтан. Вӑл: „Эпӗ чӑвашла, вырӑсла, тутарла калаҫатӑп, - тесе каларӗ те, хуҫса хучӗ. Леш вара пӗр чӗлхине те пӗлмест. Хӑюллӑ”.

2007-мӗш ҫула аса илес килет. Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫӗр ҫулӗ. Петӗр Хусанкай ҫӗр ҫулне ирттернӗ уявсенче Вера Кузьминичнӑпа пӗрле ман Мускавпа Питӗр хулисенче, Хусанта, Сиктӗрме ялӗнче пулса курма тӳр тиврӗ. Сентябрь уйӑхӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ наци музейӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ Г.Н. Волковӑн „Кил илемӗ” кӗнекин уявӗ иртрӗ. Кӗнеке уявӗнче манӑн Геннадий Никандровичпа ҫывӑх Геннадий Александрович Викторовпа паллашма тӳр килчӗ. Калаҫу ҫапларах пулса иртрӗ пирӗн. Вӑл эпӗ Чӑваш театрӗнче ирттерекен поэзи каҫӗсем ҫинчен илтнӗ иккен. Геннадий Никандрович Волковӑн та ку ҫул юбилейлӑ ҫул – 80 ҫул тултарать. Октябрь уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа вунӑ кун калмӑк ҫӗршывӗнче Г.Н. Волкова халалласа питӗ анлӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Уявсем хыҫҫӑн Геннадий Никандрович Волков тӑван ҫӗршыва, Чӑваш ҫӗршывне таврӑнасшӑн, анчах ӑна калмӑк ҫӗрӗнчен ярасшӑнах мар иккен. Унта унӑн ӗҫӗ те нумай, унта ӑна питӗ хисеплеҫҫӗ те, юратаҫҫӗ те, аван пӑхаҫҫӗ те, уншӑн унта тем тума та хатӗр, ҫавӑнпа та ӑна тӑван ҫӗре таврӑнма йывӑртарах пулать. Кунта та, Чӑваш ҫӗршывӗнче те ун ячӗпе мероприятисем ирттерсен, кунта таврӑнма сӑлтавӗ пулать. Пӗртен-пӗр педагогика университечӗ анчах пӗр мероприяти ирттерни сахал, ытларах мероприяти кирлӗ хамӑр Волкова тӑван ҫӗршыва таврӑнма.

Эпӗ Геннадий Викторовпа тӳррех килӗшрӗм. Геннадий Никандрович Волков ман юратнӑ тӗлӗнтермӗш учитель, эпӗ ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче час-часах темшӗн Дмитрий Сергеевич Лихачевпа танлаштараттӑм. Ҫавӑнпа та ку мероприятине ирттермеллех. Геннадий Никандровича тӑван ҫӗршывра кӗтнине пӗлтерсе уяв туса памаллах. Тата 2007-мӗш ҫул – Петӗр Хусанкай 100 ҫулӗ. Геннадий Никандрович Петӗр Хусанкайпа питӗ ҫывӑх. Паллах, манӑн Петӗр Хусанкай поэзи каҫне ирттермелле. Вӑл вӑхӑта эпӗ Чӑваш театрӗн сцени ҫинче Митта Ваҫлейӗпе Ҫеҫпӗл Мишши поэтсен пултарулӑхне кӑтартса поэзи каҫӗсене ирттерсе курнӑ, 2006-мӗш ҫулта Кирилл Кирилловӑн „Чун, кирлӗ, чун!” кӗнеке уявне те ирттернӗ. Тата эпӗ Петӗр Хусанкай сӑввисене тӗрлӗ ҫӗрте нумай вуланӑ, Вера Кузьминична та хаваспах килӗшсе ку уява хутшӑнма пултарать. Петӗр Хусанкайӑн Волкова халалласа ҫырнӑ сӑввисем те пур, паллах, пирӗн ӑна ку уявра усӑ курмалла. Геннадий Викторовпа калаҫнӑ май ман пуҫра ҫакӑн пек шухӑшсем явӑнаҫҫӗ. Анчах хӑҫан пулать вӑл пирӗн мероприяти? Викторов каланӑ тӑрӑх, ноябрь уйӑхӗн вӗҫнелле. Калмӑк ҫӗрӗнче Геннадий Волков уявӗн декади вӗҫленсен тин, вӑл тӑван ҫӗре хӑй уявӗсене ирттерме таврӑнма пултарать. Викторова эпӗ ноябрь уйӑхӗн вӗҫӗнчи чи юлашки тунтикун пирӗн уяв пулма пултарассине тӳррех шантаратӑп. Мӗншӗн тесен, Чӑваш театрӗ мана поэзи каҫӗсене ирттерме яланах тунтикун, театр ӗҫлемен кун кӑна панӑ. Вӑл ноябрӗн 26-мӗш числи пулать. Вӑл куна Волков Шупашкара килсе ӗлкӗреймесен, енчен те тӗрлӗ сӑлтавсене пула уяв вӑл кун пулаймасан, эпӗ ҫӑмӑллӑнах тепӗр тунтикуна куҫарма пултаратӑп. Ҫапла канашласа эпир Геннадий Александровичпа килӗшсе татӑлтӑмӑр. Эпӗ тӳррех ӑна уяв программипе ӗҫлеме пуҫлассине пӗлтертӗм. Вӑхӑт нумай мар, икӗ уйӑх ҫеҫ. Ӗҫӗ вара тем чухлех.

Программӑпа ӗҫленисӗр пуҫне Г.Н.Волкова итлеме зала халӑха пуҫтармалла. Халь тӗлӗнес те килет кун пек сӑмахсенчен: Волкова итлеме зала халӑха пуҫтармалла иккен! Ҫеҫпӗл Мишши уявне ирттернӗ чухне эпӗ Шупашкар хулин вӗренӳ пайне С.В. Кудряшов патне кайса шкул ачисене ун пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ сӑввисене итлеме театра пухма пулӑшма ыйтнӑччӗ. Вӑл мана ун чухне ку ыйтупа шкул ачисене тухма пулӑшрӗ. Паллах, халь ку ыйтупа ун патне каймаллах. Г.Н.Волков вӗренӳ енӗпе паллӑ ҫын, шкул ачисен вара ун калаҫӑвне итлемеллех. Сергей Владимирович Кудряшова эпӗ Петӗр Хусанкай ятне халаланӑ ҫулталӑк пирки, Г.Н. Волков Шупашкара ноябрь уйӑхӗнче таврӑнасси пирки ӑнлантаратӑп. Г.Н. Волковӑн 80 ҫулӗ ячӗпе Чӑваш театр сцени ҫинче уяв ирттересси ҫинчен калатӑп. „Волкова пулӑшмалла – килӗшет вӑл манпа, - шкулсене мероприяти пуласси ҫинчен пӗлтерӗпӗр”. Шкул ачисемпе учительсемсӗр пуҫне тата камсем залра пулмалла-ха? Паллах, педагогика университечӗнче вӗренекен студентсемпе преподавательсем. 2003-мӗш ҫулта Ульяновскри Иван Яковлев шкулӗн картишӗнче Г.Н.Волковпа пӗрле ҫӳренӗ Т.Н.Петрова патне шӑнкӑравлатӑп: „Ку ӗҫпе Людмила Кузнецова ӗҫлет”, - хуравлать вӑл мана. Людмила Кузнецовӑпа калаҫатӑп: „Пирӗн университетра Г.Н.Волковпа хамӑрӑн мероприяти иртет, - хзуравлать вал мана. Эпӗ: „Вӗсем пачах икӗ тӗрлӗ мероприяти, - тетӗп эпӗ, - Геннадий Никандрович самахӗсене студентсен итлемеллех, тен, студентсен пӗр ушкӑнне илсе килетӗр, сире валли йӳнӗ билетсем хӑварӑпӑр”. Вӑл манпа килӗшет. Паллах, ку мероприятинче хамӑрӑн артистсем пулмалла. Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Театр деятелӗсен союзӗ, ун председателӗ В.Н. Яковлев пуҫарнипе Вырӑс театрӗнче „Драма артистчӗсем юрлаҫҫӗ” мероприяти планласа хунӑ, 14 сехетре пуҫланать. 18 сехет те 30 минута вӗсем театра пырса ӗлкӗреҫҫӗ. Тата камсене пухмалла-ха? Институтсемпе университетсенче вӗренекен студентсемпе преподавательсене, анчах вӗсем патне маларах ҫитсе афишӑсем хӑвармалла. Мускавран Геннадий Викторов „Сыны Отечества” делегаципе килет. Ку питӗ аван.

Афиша хатӗрлемелле. Афиша валли усӑ курма Петӗр Хусанкайпа Геннадий Волков Болгарире пӗрле ӳкерӗннӗ санӳкерчӗк упранать. Ҫавна усӑ курмалла. Атнер Петрович пулӑшать ку енӗпе. Афишӑпа программкӑна компьютерпа ӗҫе кӗртме Ион Васильев-Шеремет килӗшет. Халӗ программа пирки шутламалла. Программӑна Петӗр Хусанкай сассипе пуҫласан аван. Апла Чӑваш радиона кайса Петӗр Хусанкай „Ҫамрӑк чӑваш поэчӗсене каланӑ сӑмах” сыпӑкне ҫырса килмелле. Ун хыҫҫӑн А.С.Пушкинӑн „Евгений Онегин” оперӑри вальс ташшине кӗртме пулать, эпӗ ӑна чи пӗрремӗш поэзи каҫӗнче кӑтартнӑччӗ. Малалла вара Петӗр Хусанкай поэзийӗ, блоксемпе: „Савни”, „Пӳлер кӗввисем”, „Хура пӗркенчӗк”, „Пулчӗ вӑрҫӑ”, „Кӗвӗленмен юрӑсем”, „Тилли юррисем”. Юлашки „Тивӗҫлисене” пайра чӑваш халӑхне, Элкере, Бичурина, Ашмарина, унтан Геннадий Волкова халаланӑ сӑвӑсене кӗртмелле те, унтан Геннадий Никандровича залран сцена ҫине хӑпартмалла. Малалла вара пурте ун сӑмахне итлеме пуҫлатпӑр.

Кӗтмен шӑнкӑрав. Людмила Кузнецова педуниверситетран шанкӑравлать. Пирӗн мероприятине студентсен пӗр ушкӑнӗ анчах пыма пултарать иккен. Педагогика университечӗ Г.Н. Волкова халалланӑ мероприяти декабрӗн 7-мӗшӗнче иртет вӗсен, уява тӗрле ҫӗртен, питӗ нумайӑн килеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та каҫхине хӑнасене Волков уявне Чӑваш театрне илсе кайнӑ пулсан аван пулӗччӗ. Мана вӑл пирӗн мероприятине декабре куҫарма ыйтса шӑнкӑравлать. Анчах пирӗн мероприяти Чӑваш театрӗн ирӗкӗпе тунтикун анчах иртме пултарать, декабрӗн 7-мӗшӗ вара – эрнекун. Тата эпӗ уява пӗрле ирттерес ыйтупа маларах вӗсемпе калаҫнӑччӗ, анчах ун чух хӑйсем хирӗҫлерӗҫ. Унтан тата...Театр деятелӗсен союзӗ хӑйӗн ноябрӗн 26-мӗшӗнче Вырӑс театрӗнче ирттерекен мероприятине тем сӑлтава пула 14 сехетрен 16 сехете куҫарнӑ, апла чылай чӑваш артистчӗ Г.Н. Волкова итлеме ҫитеймест.

Планпа пирӗн пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Артистсемпе репетицисем театрти репетицисем пӗтнӗ хыҫҫӑн иртӗҫ. Артистсем хутшӑнма хирӗҫ мар. Эпир нумайӑнах та мар: эпир Вера Кузьминичнӑпа, тата Вячеслав Александров, Николай Сергеев, Валерий Карпов, Геннадий Медведев.

„Геннадий Волкова калмӑк ҫӗрӗнчен Мускава илсе ҫитертӗмӗр, - пӗлтерет мана Геннадий Викторов кӑшт маларах телефонпа. – Фойере эпӗ Г.Н. Волков ҫинчен выставка йӗркелесшӗн, театр директорӗпе калаҫса татӑл тархасшӑн”. Питӗ аван. Театр директорӗпе мероприяти ирттерес пирки калаҫса татӑлса договор ҫырса алӑ пуснӑ, выставка пирки калаҫса татӑлнӑ, афишӑсене салатнӑ, билетсем сутӑнаҫҫӗ, Г.Н. Волков Шупашкара ҫитнӗ, артистсем хатӗр.

Ноябрӗн 26-мӗш кунӗ. Эпир ир-ирех рабочисемпе театр сценине йӗркелетпӗр, декораци ҫакатпӑр, свет лартатпӑр, 11 сехетре пирӗн каҫхине иртекен мероприятин пӗртен-пӗр репетицийӗ сцена ҫинче пуҫланмалла. Мана сасартӑк кӗтмен ҫӗртен театр директорӗ хӑй патне чӗнтерет. Вӗренӳ министерствинчен шӑнкӑравланӑ иккен, вӗсем эп сцена ҫинче мӗн кӑтартасшӑн пулнине пӗлесшӗн. Такам ҫӑхав янӑ, пирӗн программа такама килӗшмест.

— Мӗн кӑтартатӑн эсӗ? – ыйтать манран Вадим Ефимов директор.

— Петӗр Хусанкай сӑввисене артистсемпе вулатпӑр, унтан Геннадий Волков сцена ҫине тухать, - тетӗп.

Сцена ҫине анса ӗлкӗрейместӗп, каллех директор хӑй патне чӗнтерет. Хальхинче ҫӑхавне культура министерствине ҫитернӗ иккен. Театр директорӗн ыйтӑвӗ ҫине ман каллех ҫавӑн пекех хурав. Чӑтса тӑраймасӑр:

— Ҫӑхав яраканни кам, пӗлме юрать-и? – тетӗп.

— Анастасия Николаевна Николаева, Волковӑн вӗренекенӗ. Ӑна сирӗн программа килӗшмест, Геннадий Волков килӗштерекен кӗвӗсем программӑра ҫук сирӗн.

Ав мӗн иккен. Мӗн тумалла? Каҫхине мероприяти, пирӗн сцена ҫинче хӗрсе ӗҫ пырать, кӗҫех репетици пуҫланмалла, кунта вара пирӗн программӑра такама тем килӗшмен иккен. Чӑтса тӑраймасӑр Вера Кузьминичнӑна хам йывӑрлӑх пирки ӑнлантаратӑп, ӑна пулӑшма ыйтатӑп. Ку ыйтӑва унсӑр пуҫне никам та татса параймӗ. Вера Кузьминична театрти вахта телефонӗпе культура министерствине шӑнкӑравлать: „Тытса чарӑр вӑл ҫӑхав яракан ҫынна. Вӑл ҫын Г.Н.Волков валли хӑй тепӗр мероприяти йӗркелетӗр те, Геннадий Никандровича килӗшекен пӗтӗм кӗвӗсене кӗрттӗр. Пирӗн вара хамӑрӑн программа, Петӗр Хусанкай сӑввисене вулатпӑр”, - тет. Ҫапла майпа ыйтӑва татса парса аранах сцена ҫинче репетици пуҫлатпӑр.

Уяв вӑхӑтра пуҫланчӗ. Зал тулли мар, анчах Г.Н.Волкова хисеплекен, ӑна итлес текен ҫынсем пуҫтарӑнни тӳррех палӑрать. Пӗрремӗш пайӗнче пирӗн Петӗр Хусанкай поэзийӗ янӑрарӗ, вӗҫӗнче „Геннадий Волкова, хамӑрӑн гениллӗ Кение” сӑвва вуланӑ хыҫҫӑн залран Геннадий Никандровича сцена ҫине хӑпартрӑмӑр.

Эпӗ Хусанкай ҫулӗ ячӗпе декрет кӑлартӑм, – пуҫларӗ хӑй сӑмахне Геннадий Никандрович. – Тӑванӑмсем! Мухтавлӑ халӑхӑм! Хамӑрпа пӗр юнлӑ Атилла, Иакинф аттемӗр Бичурин, маттуртан та маттур Андриянӑмӑр, сӑвӑҫсен патши те турри Хусанкайӑмӑр, пирӗн халӑх чунне чӗрӗ упрасамӑрччӗ. Халӑхӑмӑр халӑхах пулса юлтӑр. Йывӑрлӑха ҫӗнтерсе пырар, чӑмӑртанар! Хусанкай чӗнсе каланине асра тытар: „ЧЧ – Чӑвашсем чӑмӑртанӑр!” Пӗрле пулар! Тӑвалла пулсан та – малалла. Халӑхӑмӑр сывӑ пултӑр. Халӑхӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! Халал, пил, пехил сире, ылтӑнӑмсем. Чысӑм та, сӑвапӑм та, таса кӑмӑлӑм та халӑх умӗнче пултӑр.

Залра шӑп. Пурте Волкова итлетпӗр. Эпӗ сцена ҫинче унтан инҫех мар: ларас тесен, ӑна ларма пулӑшатӑп, тӑрас тесен – тӑма. Микрофонпа Г.Н. Волков калаҫать.

... Эпӗ халь шутлатӑп та тӗлӗнетӗп, Хусанкайӑн пӗтӗм тема – юрату. Хусанкайӑн „Савнийӗ” мана пулӑшрӗ. Ун „Савнийӗнчен” ман „Педагогика любви” икӗ томӗ тухрӗ. Вӑл, поэзи, „Педагогика” наука кӗнеки пекех. Анчах, тӑвансем, ку залра педагогсем те пур пуль. Педагогика, теорилле сӳпӗлтетни, ачасен ашшӗ-амӑшӗсене те, учительсене те, ачасене те чунне пымасть, ӑшӑтмасть. Унта илем кирлӗ. Хусанкай мана ҫул уҫса пачӗ чӑн педагогикӑна, чунлӑ педагогикӑна. Эп – Хусанкай ачи!

Волков малалла калаҫать: „Пӗр аллӑ ҫул каялла Переделкинӑри писательсен творчество ҫуртӗнче пушкӑрт поэчӗ, ҫав тери илемлӗ арҫын, Муса Гали мана кӳрентернӗччӗ. Вӑл ҫапла каларӗ: «Чӑваш халӑхӗ хӑҫан Хусанкай шайне ӳссе ҫитӗ-ши? Хусанкай сирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, ытла пысӑк, чӑтма ҫук пысӑк», – терӗ. Ҫавӑнпа вӑл ҫапла калани те кӳрентернӗ пек, те савӑнтарнӑ пек, анчах чӗрере ыратӑнса тӑрать”.

Волкова итлесе паян ҫак зала килеймен е килесшӗн пулман, е такам хушнипе килеймен ҫынсене чӑннипех те шеллетӗн.

Эп тӗлӗнетӗп Хусанкайран. Хусанкайӑн виҫӗ япала: юрату, илем, ӑс. Ҫав япаласене Хусанкайра куратӑн та, тӗлӗнетӗн:

Мана эс ман. Мана эс тек ан асӑн,

Анчах сана нихҫан та манас ҫук.

Ӑҫтан халех, савнийӗмҫӗм, манатӑн

Чӗре хыпса кӑкӑра тивертес чух.

Эх, чунӑмҫӑм, мана эс ӑнланмарӑн,

Пӗлмерӗн эс мӗнле эп ҫыннине.

Эп каланине те, ҫырнине мухтарӑн,

Анчах туймарӑн чунӑм ҫуннине.

Эпӗ Хусанкайӑн тепӗр кӗллисӗр, этемлӗхе халалланӑ кӗллисӗр пурӑнма та пултараймастап пуль, тетӗп. Мана тӗлӗнтерет ун ҫирӗм ҫула ҫитичченех ҫырнӑ „Хура акӑш” сӑвви:

Ан макӑр, иртмен хурлӑх ҫук,

Мӗн хурӗ, мӗн сарӑпӗ саншӑн?

Сан канӑҫ пӗлмен юрӑҫу

Сана юрринче хӑварасшӑн.

Уртартӑр уран тӗнчене,

Кӳллентӗр куҫҫуль йывӑр шывӗ:

Ман савӑш пурне те ҫӗнет,

Манпа ӗмӗрех эсӗ сывӑ.

Ӗнен, чи вӑйли – тип ҫӗре

Ҫарран пусакан пулӗ халӗ.

Ӗнен, чи кайран тӗнчере

Ним мар – юрату сӑмах калӗ.

Хусанкайӑн юлашки сӑмахӗ: „

Верук! Эс те чӑваш сасси.

Тавсси! Тавсси! Тавсси!”

Ҫавна вӑл курса тӑнӑ. Вӑл, чӑнах та, пӗлӗтпе ҫыхӑннӑ ҫын пулнӑ. Гений. Урӑхла пулма та пултараймасть. Каҫарӑр мана, вӑхӑтӑр ҫук пулсан та, эп ҫак сӑвва вуласа парасшӑн, мӗншӗн тесен вӑл Хусанкайшӑн кӑна мар, маншӑн та хаклӑ.

Ман тӗмеске тӑпри типсе ҫитсен,

Кӑкшӑмпалан, савниҫӗм, кукленсем:

Куҫ пек тулли тултар ик сар курка,

Пӗрне ӗҫсе пӗрне ӳпӗнтерсем.

Юпа сӑри туса ӗлкӗрмесен –

Ҫӑл шывӗпе, савниҫӗм, пӗрӗхсем:

Хӑрма ан парччӗ шӑтнӑ курӑка,

Ҫӑвӗпелех вӑл вырттӑр ешерсе.

Сӑра та, шыв та витӗр витмесен –

Куҫҫулӗпе, савниҫӗм, витерсем:

Епле, сана савса, эп урӑха

Пулам-ха парӑмлӑ ҫӗре кӗрсен?”

Геннадий Никандрович хӑй калас сӑмахне вӗҫлесе пынине туйса илнӗ хыҫҫӑн, сцена ҫине хӑйсен ирӗкӗпе Владимир Иванов, Алексей Трофимов, Николай Угаслов, Порфирий Афанасьев, Валерий Григорьев, Валерий Туркай, Иван Христофоров черетпе хӑпарса саламларӗҫ, ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Унтан Мускав делегацийӗ сцена ҫине тухса саламларӗ, Геннадий Викторов Геннадий Волкова Андриян Николаев премине панине ҫирӗплетсе ун кӑкӑрӗ ҫине медаль ҫакрӗ.

Юратупа курайманлӑх юнашарах пыраҫҫӗ тепӗр чух. Хӑш-пӗр чух шутлатӑп та, тискерлӗхе те куратӑп эпӗ, анчах та пурпӗрех Хусанкай калани пулать: юлашки сӑмаха юрату калӗ. Юратуллӑ пулӑр, телейлӗ пулӑр. Пехил! Пехил!” – вӗҫлерӗ Геннадий Никандрович хӑйӗн сӑмахне.

Уяв хыҫҫӑн, чей ӗҫнӗ самантра, эпӗ Г.Н. Волкова пӗлтӗр кӑна тухнӑ Кирилл Кирилловӑн „Чун кирлӗ, чун!” кӗнекине парнелетӗп. Кирилл Кирилловӑн оппоненчӗ пулнӑ Геннадий Никандрович Волков парнене чунтанах йышӑнчӗ, кӗнеке ячӗ ӑна уйрӑмах тӗлӗнтерчӗ. „Чун кирлӗ, чун!!” – мӗнле чунлӑ сӑмахсем. Тав сана кӗнекешӗн те, мана паянхи кун йӗркеленӗ ҫакӑн пек уявшӑн та”, - терӗ.

Декабрь уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш педагогика университетӗнче Г.Н. Волков юбилейне халалласа Тӗрлӗ халӑхсен хушшинчи наукӑпа-практика конференцийӗ „Этнопедагогика пансофийӗ” ятпа иртрӗ. Геннадий Никандрович унта пире Вера Кузьминичнӑпа пӗрле йыхравларӗ. Уява питӗ нумай ҫӗршывран хӑнасем килнӗ: Таджикистан, Казахстан, Пушкӑртстан, Тутарстан, Мари Эл, Горно-Алтайск, Саха-Якути. Пирӗн Геннадий Никандровича мӗнле кӑна сӑмахсемпе саламламарӗҫ, мӗнле кӑна парне памарӗҫ, мӗнле хӑйсем Г.Н.Волкова чунтан юратнипе хисеплени ҫинчен пӗлтермерӗҫ. Ҫакна курса ларма питӗ кӑмӑллӑ та пулчӗ, ҫав вӑхӑтрах хамӑр юрату вӗсенчен пӗчӗк пулни чуна ҫав тери ыраттарчӗ.

Телевиденирен Марина Карягина Г.Н. Волкова „Вырсарни ир” передачӑна чӗнесшӗн, мана телевиденине ӑна илсе пыма пулӑшу ыйтать. Эпӗ савӑнсах килӗшетӗп, Г.Н.Волковпа кун ҫинчен калаҫса татӑлма сӑмах паратӑп. Анчах вӑл телепередача пирки эпир унпа тӳррех калаҫса татӑлаймарӑмӑр, Геннадий Никандровичӑн малтан Мускава кайса килмелле пулчӗ. Мускавран вӑл мана телеграмма илсе килсе тӗлӗнтерчӗ, телеграммине Валерий Яковлев янӑ иккен. – „Лайӑх сӑмахсем ҫырнӑ, - тет Г.Н.Волков, мана килӗшет, ак, итле: „Хаклӑ Геннадий Никандрович! Йышӑнсамӑр чӗререн тухакан ырӑ сӑмахсене. Эсир яланлӑхах чӑваш ҫыннин ӑшӗнче, чунӗнче. Этем кун-ҫулне, ӗмӗтне, пуласлӑхне тӗрек парса тӑракан улӑп эсир. Мухтав та вӑрӑм ӗмӗр пултӑр. Саламлатпӑр, тав сире. Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театр ушкӑнӗнчен СССР халах артисчӗ Валерий Яковлев”. Ноябрӗн 1-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртсе 3 сехет те 22 минутра янӑ, ман ҫуралнӑ кун октябрӗн 31-мӗшӗ”.

Мускавран Шупашкара килнӗ хыҫҫӑн Геннадий Никандрович чӗрепе пульницара выртса тухрӗ. Канса илнӗ хыҫҫӑн февраль уйӑхӗн пӗр вырсарникунӗнче вара телевиденине Марина Карягина передачине хутшӑнма килӗшрӗ. Эп ирхи кӑвак ҫутӑпах ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районне, Г.Н.Волков пурӑнакан хваттере ҫитетӗп. Такси тытса телевиденине каятпӑр. Пынӑ май, эпӗ Г.Н.Волкова: „Ыйту хатӗрлерӗр-и? Марина передачинче халӑха ыйту памалла пулать сирӗн, - тетӗп. „Хамӑн чи вӑйлӑ тӑватӑ юрату ҫинчен ыйтсан мӗнле-ши?” – тесе канашлать манпа Г.Н.Волков. „Геннадий Никандрович, эп пӗлетӗп-ха сирӗн вӑйлӑ тӑватӑ юратӑвӑра, вӗсем, Валерий Чкалов, Юрий Гагарин, Андриян Николаев тата Николай Гаврилов. Анчах телекуравҫӑ ыйтӑва тӗрӗс мар ӑнланса илме пултарать, урӑхларах ыйту ҫук-и? – тетӗп. „Апла, ҫавӑн пек ыйту пулать, - тет Г.Н.Волков, - юлашки вӑхӑтра чӑвашсем мӗншӗн пит йӑвашланни пирки, хӑйсен чӗлхине упраса хӑварассишӗн пит тӑрӑшман сӑлтавӗ пирки ыйтас”, - тет вӑл.. „Юрать”, - килӗшетӗп эпӗ унпа. Марина Карягинан „Вырсарни ир” тӳрӗ эфирӗ иртнӗ вӑхӑтра мана студире ларма ирӗк пачӗҫ, эпӗ кӑшт аякран Марина Федоровнӑпа Геннадий Никандрович калаҫнине итлесе лартӑм. Хӑш-пӗр самантсенче Волков ман ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илет, унтан хӑйӗн сӑмахне малалла тӑсать:

Марина, хам шухӑшланӑ тӑрӑх, мана асаннепе анне чӑвашла вӗрентмен пулсан, эп ниме те тӑмастӑмччӗ. Ман интерес мӗнре? Эп хама, хам халӑха пӗлни, хам чӗлхене пӗлни. Эп хам чӗлхерен тӗлӗннӗ: „чун юратнӑ савни”, „чун савни” нимле чӗлхерен те куҫарма ҫук, нимле те калама ҫук. Пирӗн – „чун савни”. Эп „эппин”, „иккен”, „ӗнтӗ” сӑмахсенчен тӗлӗннӗ. Глагола та ачашлаттаратпӑр эпир: „пурӑнмашкӑн” тетпӗр. Глагол нимле халӑхӑн та ун пек мар.Унтан, пӑхӑр-ха эсир, пӳтсӗр ҫынна мӗнле калаҫҫӗ: „сӗмсӗр”, „ӗмӗтсӗр”, „пархатарсӑр”. Халь ҫӗрле, ватӑлнӑ май ҫывӑрмастӑн та, е сӑвӑсем аса килеҫҫӗ, е сӑмахсем. Ҫавӑнпа ман асанне калани пит асра: „Чӑваш чӗлхи пӗтсен, урӑх чӗлхе кирлӗ те мар, тӗнче пӗтет вара”, - тетчӗ асанне”.

Ку передача вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, Марина Карягина Геннадий Волковпа ҫавӑнтах тепӗр передача ҫырчӗ, ку хутӗнче тӳрӗ эфирта мар, архив валли, чӑваш ҫыннисем валли. Кун хыҫҫӑн, чей ӗҫмелли пӳлӗмре виҫҫӗн чылайччен калаҫса ларатпӑр. Калаҫса тӑранма та ҫук Геннадий Никандровичпа. Чӑваш сӑмах илемӗ, шухӑш тӗшши, чӑвашсемшӗн чун ыратӑвӗ кашни калакан сӑмахра туйӑнать.

2009-мӗш ҫул. Геннадий Никандрович ман пата хутран-ситрен шӑнкаравланӑ май, эпӗ ӑна декабрь уйӑхӗнче Санкт-Петербургра иртекен Дмитрий Лихачев вулавӗсене чӗннине пӗлтӗм. Пуҫра тӳррех лайӑх шухӑш ҫуралчӗ. Декабрь уйӑхӗнче Санкт-Петербургри патшалӑх театр академинче (халӗ вӑл Раҫҫей патшалӑх сцена искусствисен институчӗ) куҫӑмсӑр майпа вӗреннӗ май ман сесси иртет. Эпир Санкт-Петербургри А.Р. Краснов ертсе пыракан чӑвашсен ушкӑнӗпе Геннадий Волковпа тӗлпулу ирттерме пултаратпӑр, Геннадий Викторов та Мускавран унта ҫитме пултарать. Геннадий Никандрович тӗлпулура Питӗр чӑвашӗсемпе пӗр сӗтел хушшинче калаҫса ларма килӗшрӗ. Ҫапла турӑмӑр та. Тӗлпулӑва Питӗрте пурӑнакан наука енӗпе ӗҫлекен чӑвашсем чылай пуҫтаранчӗҫ. Тӗлпулу питӗ кӑмӑллӑ иртрӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче маттур чӑваш ачине Александр Родионович Краснова тав туса Г.Н.Волков хӑй пехилне пачӗ.

Г.Н. Волков ман пата Мускав хулинчен е калмӑкран ҫитсен тӑтӑшах шӑнкӑравлать. „Кайса килтӗм ӗнтӗ калмӑка та, мана унта чӗнеҫҫӗ, юратаҫҫӗ. Кунта вара эп ун пекех кирлӗ мар. Самолетпа ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ чух чиперех-ха, самолет анса ларнӑ чухне йывӑртарах, - тет вӑл мана. – Учительсен конференцийӗ пулать сирӗн Чӑваш театрӗнче, сана курма май пулӗ-ши унта?” „Паллах, пулатӑп”, - тетӗп эпӗ Г.Н.Волкова. Анчах конференци вӑхӑтӗнче те, тӑхтав вӑхӑтӗнче фойере те Г.Н.Волков патне ҫывӑха пыма май ҫук, ӑна учительсем хупласа илнӗ. Конференци хыҫҫӑн вӑл мана: „Санпа курса калаҫаймарӑм, анчах театрти фойере ҫакӑнса тӑракан сан портрету айӗнче пӗчӗк митинг ирттертӗм учительсемпе”, - тет вӑл мана шӳтлерех.

Чӑваш Республикинчен тухса аякка кайса килсен вӑл мана хӑй хваттерне чӗнекен пулчӗ: „Сан вӑхӑту пур-и? Килсе кай-ха ман пата, калаҫса ларӑпӑр. Ҫула май пӗр лай ӑх хӗрлӗ эрех илсе кил, укҫине эс мар, хамах тӳлетӗп. Ман шӑллӑм врач, хӗрлӗ эрех ӗҫни сиенлӗ мар, усӑллӑ кӑна”, - тет. Ирӗклӗ вӑхӑт тупса Г.Н.Волков патне васкатӑп. Мана вӑл лифтран тухса кӗтсе илет. Пӳлӗме кӗрсен сӗтел йӗркелеме пуҫлать. Эпӗ те унпа кӑштах ӑшталанатӑп. „Пӗрер черкке ӗҫӗпӗр те, тек ӗҫмӗпӗр”, - тет вӑл хӗрлӗ эрех бутылкине ҫуса эп ӑна сӗтел ҫине лартнине курса. Хӑй бутылкӑри пӗтӗм эрех вырнаҫакан икӗ вӑрӑм фужер туртса кӑларса сӗтел ҫине лартать те пӗтӗм эрехе икӗ фужера тултарать. Эп шӳте ӑнланнине туйса кӑмӑллӑн кулать. Сӗтел ҫине ҫурта ҫутса лартать, унтан хӑйӗн 1970-мӗш ҫулсенче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ арӑмне аса илет: „Ман ун ҫумне выртмалла, унпа пӗрле пулмалла, - тет. „Чун кирлӗ, чун!” – мӗнле ҫапла калама пултарнӑ-ха сан Кирилл Кириллов?” – тет.

2010-мӗш ҫул пуҫламӑшӗ. Олег Цыпленков мана Геннадий Никандровичпа калаҫтарса ӳкерсе илесшӗн: „Тӗрлӗ енлӗ ыйтусем хатӗрле-ха унпа калаҫма”, - тет мана. Февраль уйӑхӗнче Геннадий Никандрович хваттерне ҫитетпӗр, калаҫӑва пуҫлатпӑр, вӑл каллех арӑмне аса илсе ҫурта ҫутать, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне аса илсе калаҫать. „Эпир вӗт манса пыратпӑр, пӗчӗкленсе, чакса пыратпӑр. Эпӗ ҫав тери йывӑр пурнӑҫ пурӑнса ирттернӗ пулсан та, хӑш-пӗр чух шухӑшлатӑп: телейсӗр-и, телейлӗ-и, татса параймастӑп ку ыйтӑва. Анчах та вӑхӑчӗ телейлӗ пулнӑ. Тухатӑп та килтен ҫӳлелле хӑпаратӑп. Икҫӗр-виҫҫӗр утӑм тӑватӑп та, кӑшт уксахласа гений анать: Хусанкай ун хушамачӗ. Унтан аялалла анса кӑшт утатӑп та, тепӗр гений уксахлакаласа пырать, вӑрҫӑра пулнӑ ҫын – вӑл Ухсай. Урлӑ каҫап та – Никита Орлов, каялла каҫап та – Григорий Хирпӳ. Унтан аялалла анатӑп та, Элкерпе ыталашатпӑр. Элкере пытарни те аса килет. Шухӑшӗ Иван Андреевич профессорӑн пулчӗ: пирӗн, ҫамрӑксен, Элкере турттарса кайма юрамасть, эпир, ҫамрӑксем, пулас ӑру, йӑтса кайӑпӑр терӗмӗр. Вӑл та аса килет. Элкер ҫав тери юратмалла ҫынччӗ. Вӑт, эп халь шухӑшлатӑп та, те ватӑлнипе ҫавӑн пек ӑнланакан пултӑм: ҫавсене курмастӑп та, ПУШӐ халь пирӗн урамра. Вӗсем, чӑнах та, гений. Гений хыҫҫӑн гений. Гений шучӗ чакса пыни, тепӗр чух, ҫав тери хӑратать те...

2009-мӗш ҫулта эпӗ „Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ” кӗнекепе ӗҫлеме пуҫларӑм. Хам юбилей тӗлне 2010-мӗш ҫулта ӑна кӑларас тӗллевлӗччӗ. Кун ҫинчен, Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчи хамӑр вӗренӳ историне кӑларма хатерленнине эпӗ Геннадий Никандровича пӗлтернӗччӗ. Вӑл малтан тӗлӗнсе ӳкрӗ, унтан савӑнса кайрӗ, кайран хурланса мана: „Эп сана валли нимӗнле ырӑ ӗҫ те тӑваймарӑм, эс мана 80 ҫул тӗлне пысӑк уяв туса патӑн. Ман сана тав тумалла. Кӗнекӳ хӑҫан тухать, эс мана пӗлтер, эп питӗ кӗтетӗп”, - терӗ. 2010-мӗш ҫул пуҫламӑшнелле эп ӑна кӗнеке 2010-мӗш ҫулта хам юбилей тӗлне тухса ӗлкӗреймессине пӗлтертӗм. Сӑлтавӗсем нумай: Санкт-Петербургри патшалӑх театр академинче куҫӑмсӑр майпа вӗренни те (унта ҫулталӑкра икӗ хут сессине кайса килмелле), кӗнеке документсемпе анчах мар, сӑнӳкерчӗксемпе те питӗ пуянни те (текстсӑр пуҫне сӑнӳкерчӗксемпе те уйрӑм ӗҫлемелле) тата кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ май, вӗсен планӗпе те килӗштермелле. Геннадий Никандрович питӗ кулянса ӳкрӗ, мана: „Эс вӑл кӗнекепе кандидат ӗҫне хӳтӗлеме пултарӑттӑн. Шупашкарта ман пулӑшупа хӳтӗленес текен „ӑслӑ” чӑвашсем ман пата черет тӑраҫҫӗ, вӗсен пӗр пичетленнӗ кӗнеке мар, пичетленнӗ статья та ҫук. Анчах хӑйсен пысӑк кӑмӑлӗпе наука кандидачӗ пуласшӑн”, - тет. Эп ӑна лӑплантаратӑп: „Геннадий Никандрович, маншӑн наука кандидачӗ пуласси мар, Мускавра эсир пире вӗрентнӗ самантсене кӗнекене кӗртсе кӑларни пахарах, чӑваш халӑхӗ вуласа пӗлтӗр вӗсене”, - тетӗп. Вӑл лӑплананҫи пулать: „Апла пулсан эсӗ эпӗ сана юратнине чӑваш халӑхне пӗлтер”, - тет. „Кӑна чунтанах йышӑнатӑп, - тетӗп эпӗ ӑна, кӑмӑллӑн ун ҫине пӑхса, - эсир мана юратнине чӑваш халӑхне пӗлтерме сире сӑмах паратӑп!” „Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ” кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче 2012-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче пичетленсе тухрӗ. Шел, Геннадий Никандрович ӑна хӑй аллине тытса кураймарӗ...

2010-мӗш ҫул. Ноябрӗн 16-мӗшӗ - ман юбилей кунӗ. Кӑшт маларах кӑна эпир Геннадий Никандровичпа телефонлӑ ҫыхӑнура. Вӑл мана ҫав кун хӑй уявра пулма пултараймассине шеллесе пӗлтерет. Мускавра пулмалла иккен ун вӑл кун: „Эпӗ кунта Шупашкарта, питӗ кирлӗ ҫынах мар вӗт, Наденька, ҫавӑнпа та хама ытти вырӑнсене хисеплесе чӗннӗ май, тухма тӑрӑшатӑп. Чун кирлӗ, чу-ун! Мӗнле калама пултарнӑ ҫак сӑмахсене сан Кирилл? Эс каҫар ӗнтӗ мана, сан уявра пулайманнишӗн. Эпӗ сана валли салам сӑмахӗ ҫырса хатӗрлӗп, Вера Кузьмина-Хусанкайран вара эпир ӑна сцена ҫинчен вуласа пама ыйтӑпӑр”, - тет. Эпӗ унпа килӗшсе ыталанатӑп, ҫапла калаҫса татӑлса унпа уйрӑлатӑп. Ку пирӗн уйрӑлу яланлӑхах пулчӗ...

Акӑ вӑл, Геннадий Никандрович Волков мана 50 ҫулхи юбилейпе саламланӑ, вӗсене Чӑваш театрӗн сцени ҫинчен Вера Кузьминична Кузьмина вуласа панӑ сӑмахсем... «Ноябрӗн 16-мӗшӗ, 2010-мӗш ҫул. Шупашкар хули. Надя, Наденька! Шанчӑкӑм, маттурӑм, ырӑ чунӑмҫӑм! Чӗререн саламлатӑп Сана, хӗрӗм. Эс миҫерине – чӑннипе калас-тӑк – пӗлместӗп. Анчах та хам вара Сана хӑҫантанпа ырӑ сунса пурӑннине кунӗ таранах шутласа кӑларма пултаратӑп: ҫулӗпе шутлас-тӑк – вӑтӑр иккӗмӗш ҫула куҫрӗ. Сана, ҫап-ҫамрӑк, илемлӗ те ӑслӑ хӗре, паянхи пекех асра тытатӑп тени ҫитмӗ, паян кунчченех куҫ умӗнче тӑратӑн тени – вырӑнлӑрах пулӗ. Санпа пӗрле вӗреннисен ушкӑнӗ – ӗмӗрлӗхе асра, асӑмра. Мӗншӗн тесен – ...ЧУН КИРЛӖ, Ч-У-У-Н-Н!..

Сирӗн ушкӑнӑрта виҫӗ предмет вӗрентеттӗм. Тӑрӑшасса пит тӑрӑшаттӑм та – темле пултарнӑ ӗнтӗ, паян калама ҫӑмӑлах та мар. Сирӗнпе ӗҫлесси маншӑн савӑнӑҫ кӑна мар, ТЕЛЕЙ те пулнӑ. Эпӗ вӗт «шкул театрӗнче» «Пуппа унӑн тарҫисенчен» пуҫласа «Два мужа» патне ҫитнӗ: артист та пулнӑ, режиссёр та, пьесӑсем те ҫырнӑ... Пединститутра Демон ролӗнче пултаруллӑх пулайманнипе эпӗ малалла каяймарӑм. Чӑваш театрӗнче пурпӗрех мана шанчӑк пачӗҫ: консультанта чӗнекен пулчӗҫ. Театр хӑй те – ЫТЛАРАХ САНА ПУЛА – мана пысӑка хурса хакларӗ. Аслӑ Хусанкайӑн 100 ҫулӗпе манӑн 80 ҫул пӗр килни, пӗрле палӑртни – маншӑн чи пысӑк награда, чи пысӑк чыс. Эс тӑрӑшнипе пулчӗ ку. Ӗмӗр асӑнмалӑх!.. Тавах!

Сана, Шанчӑкӑм-Шанӑҫӑм, сывлӑх сунатӑп. Пысӑк чечек ҫыххи – хам юратнӑ шурӑ хризантемӑсем – парнелетӗп. Юратнӑ Вера Хусанкая – чӑваш патриочӗсем сӗннипе, хушнипе – Сана халӑх умӗнче ман ятпа кӑларнӑ медале кӑкӑру ҫумне ҫакса яма ыйтасшӑн эпӗ. Сана юратса ыталатӑп, ывӑлупа хӗрне Телей сунатӑп. Сан Кашкӑру – Геннадий Никандрович Волков».

„Эпӗ тата тӑхӑр кӗнеке ҫырасшӑнччӗ, - тет вӑл Петӗр Хусанкая тата хӑйне халалланӑ 2007-мӗш ҫулхи ноябрӗн 26-мӗш кунӗнчи уявра Чӑваш сцени ҫинчен. - Маншӑн пӗрремӗш кӗнеке ҫав тери кирлӗ кӗнеке: «Раҫҫей хӑйӗн чӑвашӗсемпе мухтанмалла». Эп мухтамалла чӑвашсене питӗ нумай курнӑ. Эп Чкалова мухтаса пурӑнтӑм. Николай Гавриловран вара ҫӳле хӑпарнӑ ҫын ҫук: икӗ полюса ҫӗнтернӗ, тӗлӗнмелле чӑваш. Раҫҫей хӑйӗн чӑвашӗсемпе мухтанма тивӗҫ! Ҫак кӗнеке кирлӗ! Пирӗн тӗлӗнмелле ҫынсем!”

Ҫапла, Раҫҫей хӑйӗн чӑвашӗсемпе мухтанма тивӗҫ, Геннадий Никандрович! Вӗсенчен пӗри – эсир! Таймапуҫ сире, эсир ман пурнӑҫра ҫав таран пысӑк вырӑн йышӑннӑшӑн! Эпӗ час-часах Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ сирӗн палӑкӑр умӗнче чарӑнса тӑратӑп, сирӗнпе сӑмахлатӑп. Эсир мана итленӗн, мана илтнӗн туйӑнать. Эпӗ эсир мана мӗн калас тенине туятӑп, эпӗ сире илтетӗп, итлетӗп, эпир чун туйӑмӗ енчен ҫав тери ҫывӑх ҫынсем пек туйӑнать. Эсир яланах ман асра тата ман асӑмра!

Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай 1960-мӗш ҫулсенчех сире чунтан хисеплесе ҫапла ҫырнӑ. Манӑн та вӑл сӑмахсем ҫумне ҫыпҫӑнса чӑваш халӑхне ҫав сӑмахсене илттерес килет:

Хуначи! Илтетӗп сассуна,

Куҫӑнах куратӑп куллуна,

Сан йышши пулсассӑн ытларах –

Пурӑнатпӑр ӗмӗр, чӑн-чӑнах!

 

P.S. Волков Геннадий Никандрович – действительный член АПН СССР и РАО, доктор педагогических наук, профессор, доктор философии Эрфуртского университета, активист Социалистического труда ГДР, почетный профессор Атырауского университета, заслуженный деятель науки РФ, Калмыкии, Тывы, заслуженный работник народного образования Республики Саха (Якутия), заслуженный учитель Чувашии, отличник образования Кыргызстана, лауреат премии К.Д. Ушинского, обладатель золотой медали Гердера.

 

Статья «Тӑван Атӑл» журнӑлӑн 2022 ҫулхи 10-мӗш номерӗнче пичетленнӗ.

 

 

 

 

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #асаилӳсем, #юбилейсем, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1857.60.4421
2022.10.31 20:57
Agabazar
Муса Гали текеннине хăйне Петĕр Хусанкай шайне çити ÿсме сĕнмелле пулнă ĕнтĕ.

Çав çын ăçта çуралса ÿснине Интернетра пăхнă майăн çакă курăнчĕ: тутар ялĕнче çуралса ÿснĕ.

Кун пек чухне пушкăртлăх тени ăçтан сиксе тухма пултарнине пит аван ăнланатпăр.

Анастасия Николаевна Николаева текенскерне ытлашши ан таптăр. Тен, лайăх çынах пуль. Эп ăна тахçан тахăш тĕлте пĕрре курнă пек астăватăп. Ачасене вĕрентсе витерес енĕпе ĕçлекенскер. Шел, ун пеккисене хĕсмет картлашкипе çÿлелле питех хăпартсшăн мар.
Надеажда Шанӑҫпи // 1520.34.7561
2022.11.18 22:24
Надежда Мефодьевна, чунран тав сана! Темиҫе хут та вуласа тухрӑм. Савӑнтӑм, тӗлӗнтӗм, мӑнаҫлантӑм санпа. Шарласа ҫӳремесӗр, кӑкӑра ҫапмасӑр пысӑк ӗҫ тунӑ эсӗ. Геннадий Никандровича хӑвӑн ӑшшуна, юратӑвна парнеленӗ, телейлӗ тунӑ. Тав!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем