Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Виталий Сергеевӑн бенефисӗ иртет. Ӑна паян сумлӑ самай ҫын саламлать, Хисеп грамотисемпе чыслать. Мускаври чӑвашсемпе унти офицерсен пӗрлӗхӗн хастарӗсем таранах килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ вара «Чӑваш Ен» санаторие кайса 10 кун канма путёвка парнелерӗ.
Аса илтерер: Виталий Сергеев 1972 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анат Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен, филологипе культура факультетӗнчен, вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл филологисӗр пуҫне театр ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхне те ӑша илнӗ. Ҫамрӑксен театрӗнче 2000 ҫултанпа тӑрӑшать. 2017 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.