Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Сӑр чикки» оперӑна тиркенӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.11.2022 12:33 | 1161 хут пӑхнӑ
Культура
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнере, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова республика парламенчӗн депутачӗсем умӗнче тухса калаҫнӑ. «Правительство сехечӗ» форматпа йӗркленӳ калаҫу вӑхӑтӗнче «халӑх тарҫисем» министр докладне итленипех ҫырлахман, ыйтусем те панӑ.

Игорь Моляков депутат, акӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Сурский рубеж» спектаклӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Парламентари палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл шкулта музыка пӗлӗвне ҫичӗ ҫул вӗреннӗ, унсӑр пуҫне унӑн килӗнче музыка хайлавӗсен пуян коллекцийӗ упранать. Игорь Моляков шухӑшланӑ тӑрӑх, опера пахалӑхӗ пысӑк мар.

Сӑмах май каласан, асӑннӑ ӗҫ пахалӑхӗ начар тесе шухӑшлани пирки унччен «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та ҫырса кӑтартнӑччӗ.

Ӳнер ӑсталӑхне ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, оперӑна лартма 5 миллион тенке тухӑҫлӑ усӑ курман.

Светлана Каликова вара урӑхларах шухӑшлать. Игорь Молякова вӑл хуравланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ музыка хайлавӗсене пур чухне те ырласа йышӑнмаҫҫӗ. Пётр Чайковскин «Лебединое озеро» балетне халӑх 20 ҫултан ҫеҫ йышӑннӑ тесе ӑнлантарнӑ министр. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Шостаковича «Леди Макбет» оперӑшӑн тиркенине те, Ж. Бизен «Карменне» хурланине те аса илнӗ.

#культура, #спектакльсем, #театрсем, #депутатсем, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 7300.9.8928
2022.11.20 20:54
Agabazar
Кунта «чикĕ» (чикки) темелле мар. Сăр тĕрекĕ теес пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем