Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарти 88-мӗш ача пахчине 500 пин тенкӗпе тивӗҫтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 10.07.2013 11:27 | 1103 хут пӑхнӑ

Тунтикун, утӑн 8-мӗшӗнче, Республика Элтепӗре Михаил Игнатьев тата Раҫҫейри патшалӑх канашлӑвӗн вӗренӳ пайӗн председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Шупашкарти 88-мӗш «Березенька» ача пахчине укҫа-тенкӗ тата техника енчен тивӗҫтерес тесе 500 пин тенкӗллӗ ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Сертификата «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ятпа ҫӳрекен ыркӑмӑллӑх марафонта пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗрен уйӑрнӑ.

Асӑннӑ ача пахчи хӑйӗн ӗҫне 1970 ҫулта пуҫланӑ. Унтанпа вӑхӑчӗ самай иртнӗ, ҫавӑнпа та юлашки ҫулсенче учрежденине юсас, ҫӗнетес ыйту ҫивӗччӗн тӑрать иккен. Пӗлтӗр ача пахчине 250 пин тенкӗ уйӑрса панӑ пулнӑ, ҫакна пула учрежденире урай ҫӗнӗрен сарма тата ача-пӑча сӗтел-пуканӗ таврашне туянма май килнӗ. Кӑҫал хула хыснинечен ремонт ӗҫӗсем валли тата 350 пин тенкӗ уйӑрса панӑ, ку укҫана чӳрече блокӗсене улӑштарнӑ ҫӗре тата крыльца ремонтлас ӗҫе уйӑрнӑ.

Ача пахчи учрежденийӗн ертӳҫи Елена Кадирова пӗлтернӗ тӑрӑх иртнӗ кунсенче тивӗҫне сертификата вӗсем спорт площадки валли тӗрлӗ оборудовани туянма палӑртнӑ.

— Кӑҫал республика тӗп хулин ача сачӗсене юсама пӗтӗмпе 80 миллион тенкӗ уйӑрма планланӑ. Хулари 44 ача пахчине 40 ҫул каялла хута янӑ, вӗсене вара чи малтан юсама, ҫӗнӗтме палӑртнӑ, — пӗлтернӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леодин Черкесов.

Алена Аршинова вара «Ача сачӗсем — ача-пӑчасем валли» ятпа ҫӳрекен парти проекчӗпе килешӳллӗн республикӑна хушма 600 миллион тенкӗ уйӑрса памалла ҫинчен хушса каланӑ.

#Шупашкар, #ача пахчисем, #пулӑшу, #юсав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем