Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпар: Пётр Николаевич Чичканов чӗри тапма чарӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.01.2008 15:49 | 2393 хут пӑхнӑ

Украина тӗп хулинчен, Кӗйӳрен, Хыпар хаҫат хурлӑхлӑ хыпар ҫитнине пӗлтерчӗ - Пётр Николаевич Чичканов чӗри тапма чарӑннӑ. Аслӑ чӑвашӑмӑр пӗтӗм пурнӑҫне чӑваш халӑхне, чӑваш литературипе культурине халалланӑ, чӑваш тата украин халӑхӗсен туслӑхне аталантарассишӗн ырми-канми ӗҫленипе паллӑ.

 

П.Н. Чичканов 1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан тата Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхшӑн икӗ хут Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, I степеньлӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗпе тата нумай-нумай медальпе чысланӑ. 1950 ҫултанпа вӑл Кейӳ хулинче пурӑннӑ, "Украина" журналӑн тӗп художникӗ пулса ӗҫленӗ. 1969 ҫултанпа вӑл - СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ.

П.Н. Чичканов тӑлмач ӗҫӗпе те самай ӗҫленӗ. Т. Шевченко, П. Тычина, И. Котляревский хайлавӗсене чӑвашла куҫӑрнӑ. П. Хусанкай, Ҫеҫпӗл Мишши, К. Иванов, Н. Шелепи, Ҫемен Элкер, П. Осипов ҫинчен "Украин совет энциклопедийӗ" валли статьясем ҫырнӑ. Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗпчесси - унӑн пурнӑҫӗнчи тӗп шӑнӑрӗ. 1965 ҫулта унӑн "Кӑвар чӗре", 1989 ҫулта "Ҫӗнӗ Кун ачи", 1992 ҫулта "Сенкер Десна" роман-хроникисем кун ҫути курчӗҫ.

Петр Николаевич Чичканова икӗ хут Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе чысланӑ, "Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ", "Украина ССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ятсем панӑ. 2002 ҫулта - Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ.

#Украина, #паллӑ ҫынсем, #ҫухатусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем