Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Иртнӗ кунӑн ҫуттипе хӑҫанччен йӑпанӑпӑр-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.12.2022 13:06 | 4439 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Ҫак кунсенче «Авалхи чӑваш ӗнем» ушкӑн валли кунталӑк, пурне те ӑнланмалла каласан — календарь, хатӗрлеме тиврӗ. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ хыҫҫӑн, тата чӑвашӑн пурнӑҫне сӑнанӑ хыҫҫӑн, пуҫра тӗвӗленнӗ шухӑшсене пӗлтерес килет.

Чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук, тенине эпӗ те, эсир те сахал мар илтнӗ пуль. Пире паянхи саманапа тан аталанса пыма чӑрмантаракан япаласенчен пӗри вӑл, ман шутпа — хамӑра ытла та ӗлӗкхипе тата авалхи япалапа ҫыхӑнтарма тӑрӑшни. Ҫавна пулах, ман шутпа, пирӗн чӑвашӑн чылай япала ҫук та. Ура хуракан япаласем тата та пур-ха вӗсем, анчах кунта ҫак япала пирки сӑмахласа илесшӗн.

Чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансен чи юратнӑ сӑмахӗсенчен пӗри вӑл: «ҫӗнӗ йӑла шутласа кӑлармастпӑр, киввине манмастпӑр» текенни. Ваттисен сӑмахӗ те пур: «Авалхи йӑлана ан пӑрахӑр, ҫӗнӗрен йӑла ан кӑларӑр». Ҫакӑ вара, ман шутпа, чӑваша паянхи саманапа тан пыма ытла та чарса пырать. Машинӑри тормоз пекех. Ытла та ӗлӗкхипе пурӑнасшӑн.

Ку пурнӑҫӑн кашни кӗтесӗнче тӗл пулать тесен те йӑнӑш мар пуль. Цифрӑсене пирӗн темшӗн ӗлӗкхилле, карт ҫырӑвӗ пек ҫырас килет, миҫе ӗмӗр унтанпа иртмен пулин те халӗ те Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑчӗпе йӑпанса пурӑнатпӑр. Малалла пӑхас вырӑнне текех хыҫалалла, ӗлӗкхине сӑнатпӑр. Ҫук, эп хамӑр историне пӗлмелле мар тесе каласшӑн мар. Пӗлмелле. Анчах ун ҫинче кӑна чарӑнса тӑмалла мар-ҫке! Ӗлӗкхи паттӑр кунсене никӗс пек йышӑнса малалла туртӑнмалла — ҫӗнӗ пурнӑҫа! Эпир вара, темшӗн ӗлӗкхине никӗс пек мар, паянхи пурнӑҫ вырӑнне усӑ курасшӑн… Тен, ҫавӑнпах пуль, пирӗн ача-пӑчасем те, «кусем тек малалла мар, каялла каяшӑн» тесе пуль, чӑвашран тарасшӑн, саманапа тан пыракан вырӑса тухасшӑн.

«Ҫӗнӗ йӑла шухӑшласа кӑлармастпӑр, киввине пӑрахмастпӑр» тетпӗр пулин те шухӑшласа пӑхсан вара ку ытлашши чӑн пулманнине те курма пулать. Чӑвашӑн йӑла-йӗркесене ҫиелтен те пулин сӑнасарах пӑхӑр-ха: мӗн чухлӗ унта ислам тӗнӗнчен кӗни, мӗн чухлӗ унта православи йӗрӗ! Апла чӑваш унччен те вӑхӑт таппинчен юлман, кирлӗ чухне улшӑнма та пӗлнӗ! Хӑш чухне ку, тен, ирӗксӗр те, мулласемпе пупсем хӗтӗртнипе, пулса пынӑ пуль. Анчах ҫавах та паянхи йӑла-йӗрке, ҫӗр ҫул каяллахи мар. Ҫӗр ҫул каяллахи те пин ҫул каяллахи мар. Майӗпен, вӑхӑт иртнӗ май, вӗсем трансформациленсе пынӑ, улшӑннӑ. Сӑмах май, пирӗн чӗлхене ытти тӗрӗк чӗлхисемпе танлаштарса ытлашшиех улшӑнман теҫҫӗ. Имӗш, вӑхӑтпа пин ҫул каялла чаксан, эпир халӗ те вӑл вӑхӑтрисемпе чиперех калаҫма пултарӑпӑр... Ҫук пуль ӗнтӗ. Ӑнланма, тен, пултарӑпӑр, анчах пирӗн мӑн-мӑн асаттесем урӑхларах калаҫнӑ.

Ҫук, чӑвашсем ҫӗннине пач йышӑнманскерсем теме те май ҫук. «Кивӗ йӑла хӑтлӑхӗнче ҫӗнӗ йӑла ҫуралать», — текен ваттисен сӑмахӗ те киввипе кӑна пурӑнмалла маррине, пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑманнине, вӑл улшӑнса пынӑҫемӗн унпа тан улшӑнмаллине пӗлтерет. Е «иртнӗ кунӑн ҫутти ҫук» текеннине илес. Чӑннипе, ӗлӗк ҫырса илнӗ пилсемпе кӗлӗсене пӑхса тухрӑм та вӗсенче нихӑшӗнче те «ҫӗнӗ йӑла шутласа кӑлармастпӑр» тени ҫук. «Пиртен тухнӑ йӑла мар», — тени, чӑн та, пайтах. Анчах та ку пӗрре те ҫав йӑлана саманапа килӗшӳллӗн улӑштарма ирӗк паманнине пӗлтермест-ҫке. Ак, хальхи вӑхӑтра, ҫӗр ӗҫӗпе ытларах тӗрлӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем ӗҫленӗ май, йӑла-йӗркесене те ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑнтарни вырӑнлӑ-ши? Ял хуҫалӑхӗ паянхи экономикӑн пӗр пайӗ кӑна-ҫке. Вӑл та пулин чи вӑйлӑ аталанаканни мар. Тен, ҫавах та хал ҫитерсе, хамӑр йӑласене паянхи пурнӑҫа пӑхса ҫӗнӗлле йӗркелемелле? Тен, кашни чӑваш япалине чӑваш тӗрри чышни вырӑнлӑ маррине ӑнланса илме вӑхӑт? Тен, сарӑпа хӗрлӗ тӗссемсӗр пуҫне ытти тӗссем те пуррине курма вӑхӑт?

Чӑн та, ҫав япаласенчен (вӗсем мана малалла каясран пӑявпа кӑкарса лартнӑ евӗр туйӑнаҫҫӗ) хӑтӑлма ҫӑмӑл мар. Тӗрӗсем пирки каларӑм ӗнтӗ. Халӑха вӗсенчен хӑтӑлтарас тесе, калӑпӑр, эп хам хатӗрленӗ укҫа конверчӗсенче сахалтарах усӑ курма тӑрӑшатӑп. Анчах, шел пулин те, ку ӗҫе тума пит йывӑр. Мӗншӗн? Ма тесен халӑх чӑваш эрешлисене лайӑхрах туянать. Чӑваш тӗррине эпир хамӑр халӑха ҫав тери вӑйлӑ хӑнӑхтарса лартнӑ — вӗсен ӑсӗнче чӑвашла япала унсӑр пулма пултараймасть тейӗн, ку шухӑш вӗсен пуҫӗнче ытла та тарӑн тымар янӑ. Ирӗксӗрех чӑваш тӗррине хушма тивет.

Апла-и, капла-и, тем тесен те пирӗн, хал ҫитерсе, ҫав стереотипран хӑтӑлмаллах. Чӑваш япали чӑваш тӗррисӗр те пулма пултарать. Чӑваш йӑли-йӗрки ҫӗр ӗҫӗпе ҫеҫ ҫыхӑнмалла мар. Чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесенчи сӑмахсем те кӗме пултараҫҫӗ. Тата ытти те. Ҫак пулӑмсем ӗлӗк те пулса пынӑ пулсан паянхи кун ма ҫакна ҫав тери хирӗҫ тӑмалла? Хирӗҫ тӑнипе эпир хамӑра паянхи саманапа тан аталанма памастпӑр кӑна. Ыттисем малалла ҫил пек вӗҫтерсе пынӑ хушӑра эпир кая юлса пыратпӑр. Пирӗн те вӗсенчен юлмалла мар. Унсӑрӑн историре кӑна тӑрса юлӑпӑр.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #йӑла-йӗрке, #чӑвашлӑх, #истори

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Евразиец // 1855.68.3619
2022.12.06 19:40
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
2022.12.06 19:47
Аçтахар Плотников
Календарь вырӑнне усӑ курас пулсан. «Календарь» терминпа усӑ курассинчен чарса «кунталӑкпа» кӑна усӑ куртарнӑ пулсан. Иккӗшӗ те пулсан мӗнпе каялла туртӗҫ? Пӗр-пӗрне пуянлатӗҫ кӑна…
Атя, ӗнтӗ, Акапасар! Статья тӗшшине сӳтсе явас вырӑнне «кунталӑк» термина сӳтсе явар! Ҫапла-и? Ятарласа тумастӑн пуль те? Тепӗр хут асӑрхаттаратӑп: темӑран пӑрни комментари ҫырмалли йӗркене пӑсать!
Вулакан // 2666.63.2530
2022.12.06 21:41
Аҫтахӑрӑн - тӗрӗс шухӑш. Чӑвашсене малалла талпӑнмаллах. Малашлӑха. Тӗнчене. Малалла пыракан цивилизацилле халӑхсемпе. "Акӑлчан-саксен", американсен, япунсен, корейсен ҫитӗнӳсемпе те.
Agabazar // 3700.50.5757
2022.12.07 00:02
Agabazar
Талпăнни аван-ха вăл. Анчах та ху тĕллĕн çеç нимех те тăваймастăн. Тĕнчере пулса иртекен улшăнусемпе хамăра май усă курма тăрашмалла. Çавă çеç.

Халлĕхе вара чăннипех та пур майсемпе усă курма пĕлменни касать. Çавсем çине таянас вырăнне темтепĕрсем шутласа кăларма мекĕçленетпĕр.
Мĕтри Ванччă // 2677.86.4713
2022.12.07 09:57
Ĕнем тени мĕн тени, халиччен илтмен ку сăмаха?
Статья шухăшĕпе килĕшмелле вара.
Ҫынӑм // 1986.83.2597
2022.12.07 20:48
«Чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесенчи сӑмахсем те кӗме пултараҫҫӗ» тени — ҫапла, анчах та чӑваш сасӑ тытӑмне пӑсмалла марла. Шел пулин те пирӗн халӗхе хӑйӗн транскрипцилес системи нихӑш чӗлхе валли те йӗркелемен (вырӑс валли 20-мӗш ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулсенче тем тума хӑтланӑ тесе палӑртса хӑвармалла-ха). Та, пирӗн ютран килекен сӑмахсенче ютшӑнмалла мар, анчах вӗсене чӑвашлатма тӑрӑшмалла.
Ҫав ӗҫе вӑйлатма хальхи алфавитрен «кирлӗ мар» сас паллисене кӑларса пӑрахмалла мар-ши?
Галина Зотова // 1205.78.5470
2023.01.06 11:45
Ку статьяна "Тӑван Атӑл" журналӑн 12-мӗш номерӗнче пичетленӗ.
Евразиец // 1855.68.3619
2023.01.07 07:15
Аçтахар, чăвашсем мĕн ĕлĕкрен "Ухмахран ухмах илтме йывăрмар" тенĕ...
Agabazar // 4159.6.2220
2023.01.09 09:20
Agabazar
Вырăс чĕлхине ют сăмахсене (сăмахран, топонимсене) епле кĕртесси тĕлĕшпе йĕркевсем пур.
Евразиец // 1855.68.3619
2023.01.10 20:25
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем