Ҫӗмӗрле районӗнче пӗр тӑлӑха пурӑнма май ҫук хваттер панӑ. Хӗрӗн аллине хваттер уҫҫи пур-мӗн те, анчах унта тӗпленсе пурӑнма май ҫук.
Шар курнӑ хӗр пӑтӑрмах пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин ирттерекен йышӑну кунне кайсан евитленӗ.
Ҫӗмӗрле район администрацине (халӗ — Ҫӗмӗрлери муниципалитет округне) ертсе пыракан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерме уйӑрса панӑ укҫапа усӑ курас тӗллевпе 2019 ҫулхи чӳк — 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пӗр организаципе хваттер туянни ҫинчен килӗшӳ тунӑ, акт алӑ пуснӑ, хӑй вара хваттере кайса та пӑхман.
Хӗр паян кун та вӑл хваттере куҫайман, мӗншӗн тесен унта пурӑнма май ҫук.