Чӑваш тӗррин музейӗн заведующине Надежда Сильвестровӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Надежда Сильвестровӑна эпир чӑваш сӑвӑҫи евӗр те пӗлетпӗр. Вӑл 1971 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1993-1994 ҫулсенче Хусанта тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче корреспондентра, каярахпа Шупашкарта «Сурпан» курав залӗнче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Чӑваш наци музейӗн Чӑваш тӗррин музейӗнче тӑрӑшать.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята паян Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин (техникумӗн) преподавательне Галина Смирнова та тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.