Шупашкарта Хӗл Мучи чӗнме мӗн хак ларӗ? Ҫакӑн хуравне шыраса ӳркенменнисем пӗлтерӳсене тишкернӗ. Ун пек пулӑшу сӗнекенсем питех те йышлӑ иккен.
Тӳлевсӗр пӗлтерӳ вырнаҫтаракансен сайтӗнчи пӗлтерӳсем тӑрӑх хакласан, хак 600 тенкӗрен пуҫӑнать. Ку вӑл — 5 минутлӑх саламшӑн.
Хӗл Мучипе Юрпикене 15 минутлӑха килсе кайма ашшӗ-амӑшӗн вӑтамран 1500 тенкӗ тӳлемелле. Ҫав хушӑра хӑнасем саламласа та ӗлкӗрӗҫ, конкурссем те ирттерӗҫ.
7 пин тенкӗ тӳлесен Хӗл Мучи хӑнана алӑкран мар, чӳречерен пырса кӗрӗ.
Раштав уйӑхӗн 30 тата 31-мӗшӗсенче хак вӑтамран икӗ хут ӳсӗ.