Шупашкарта тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ 16 ҫулти Митрофанова Вера Витальевнӑна шыраҫҫӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе килте пулман.
Вера 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Ҫав кун сӑрӑ куртка, хура шӑлавар, хура пушмак, сӑрӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле кӗрен кутамкка илнӗ.
Вера Митрофанова пирки мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52, 112 е 89276667768.