Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: «Айбагар акаҫҫӗ васкаса...»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Иван Саландаев 30.12.2022 07:40 | 2657 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Ял хуҫалӑхӗ

Журналист блокнотӗнчен

Аллӑма ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кивӗ блокнот лекрӗ. «1977 ҫул»,— тесе ҫырнӑ малтанхи страницинче. Алфавитлӑ блокнот пулнӑ май, «А» сас палли тӗлӗнче «Айбагар» сӑмаха ҫырнине асӑрхарӑм.

Чим-ха, чим, ахальтен ҫырса хуман вӗт эпӗ ӑна, мӗнле те пулин кӑсӑклӑ япала пуль ӗнтӗ. Вара 34 ҫул каяллахи путишле ӗҫе кула-кула аса илтӗм.

...Редакцирен Чӑваш патшалӑх университетӗнчен практикантка килнӗ. Питӗ маттур хӗр, темиҫе лайӑх заметка ҫырса савӑнтарчӗ те ӗнтӗ.

— Уй-хир ӗҫӗсем ҫинчен ҫырас килет,— сӑпайлӑн кӑна сасӑ пачӗ студентка ирхинехи планеркӑра.

— Хирӗҫлеместӗп, — килӗшрӗ унпа редактор. — Акӑ паян Чаткас енне командировкӑна каймалла. Ҫула май сана Палтиел ... хӑварӗҫ.

Редакци машинине нихӑҫан та ахаль хӑваламан, пӗрре ... тухсан 3-4 колхоза ҫитме тӑрӑшнӑ. «Мир», «Искра», «Восход» колхозсен хирӗсем юнашарах та, виҫӗ корреспондент валли те ҫырмалли пур.

Ӗҫсене вӗҫлесе каялла киле таврӑнтӑмӑр. Пирӗн практикантка ҫав тери савӑнӑҫлӑ, хирте ӗҫлекенсем ҫинчен очерк е тӗрленчӗк ҫырасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Чӑнах та, машинкӑпа пичетлесен пӗр страница пысӑкӑш материал ҫырчӗ ҫамрӑк хӗр, тӳрех редактора кӗртсе пачӗ. Редактор кӑмӑлне те кайнӑ репортаж, сулахай кӗтессинче «Номере» тесе паллӑ тунӑ материал яваплӑ секретарь сӗтелӗ ҫине пырса та выртрӗ.

Типографире наборланӑ репортажа хаҫатӑн пӗрремӗш страницинчех вырӑн панӑ. Вуларӑм та тӗлӗнсех кайрӑм: «Айбагар акаҫҫӗ васкасах» ят тӳрех куҫа курӑнчӗ. Ара, айбагар тутарла хӗвел ҫаврӑнӑш вӗт-ха, мӗншӗн чӑвашла ҫырман?

Тӳрех каламалла, редакцире тутарла пӗлекенсем ҫукпа пӗрехчӗ, эпӗ ҫеҫ, мишерле перкелешме вӗреннӗрен, тӑванла халӑх чӗлхине чухлаттӑм.

Хаҫата ҫапма та пуҫланӑ ӗнтӗ. Типографие чупса ҫитсе пичетлеме чартӑм. Йӑнӑш кайсан хамӑртанах кулса пӗтӗҫ.

Редактор та типографие васкасах кӗчӗ.

—Тутарла пӗлместӗп те, айбагар темле ҫӗнӗ ял хуҫалӑх культури пулӗ терӗм,— пӑшӑрханса калаҫрӗ пирӗн пуҫлӑх.

Практикантка йӗрсе яманни кӑна. Вӑл та тутарла пӗлмест иккен, механизаторсем: «Айбагар акатпӑр»,— тенине блокнот ҫине ҫырнӑ та хунӑ.

Юрать-ха, хаҫатра йӑнӑш каймарӗ. Тутар хушшинче пурӑнатпӑр пулсан та, ҫак ӗҫчен халӑх чӗлхине вӗренмелле тени вара пурсӑмӑра та пырса тивет.

 

Иван Саландаев

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#хӗвелҫӑврӑнӑш, #ял хуҫалӑхӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #хаҫатсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3605.79.4287
2022.12.30 11:08
Agabazar
Чăваш темерĕн! Хăйĕн чĕлхине те ыттисем пит хисепе хурасшăн мар çынсем, вăл вара пур, курăсăн, хăйĕнни пирки мар, тутар чĕлхи пирки пăшăрханать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем