Ӗнер Шупашкарти хӑш-пӗр урамра шыв юхса выртнӑ. Ку хыпара «Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ.
Эгер бульварӗнчен пуҫласа Хевеш тата Ленинла комсомол урамӗсем патне ҫитичченхи лаптӑкра ӗнер шарлаттарса шыв юхнӑ. Ун пекки хулара маларах та пулнӑ. Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи ҫӗрле, Кӑкшӑм урамӗнчен Яковлев проспектне кайнӑ ҫӗрте шыв юхса выртнӑ.
Ҫавсен сӑлтавӗ коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑнма пултарнӑ. Кун пек шартламара шыв пӑрӑхӗсем ҫурӑлса каясси те часах.