«Тилли кӑна, Тилли кӑна тееҫҫӗ» - ҫапла ят панӑ Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта кун ҫути курнӑ, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пухса хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӗнекине.
Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать. Унӑн пӗрремӗш пайӗ «Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктерме ялӗн ҫыннисем ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Петӗр Хусанкая аса илнисем» ятлӑ. Ку пая чӑваш халӑхӗн пулас аслӑ поэчӗпе пӗр ялта выляса-кулса ӳснӗ Гликерия Белова, Анастасия Казанкова, Михаил Медиков тата Наталия Ирсукова асаилӗвӗсем кӗнӗ.
Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнче – Сиктӗрмере иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тата кӑшт маларах ҫырса илнӗ чӑваш халӑх юррисем.
Виҫҫӗмӗш пай вара пӗтӗмпех Петӗр Хусанкайӑн пӗтӗм чӑваш тӗнчи пӗлекен «Тилли юррисем» ятлӑ 55 сӑвӑран тӑрать. Вӗсене сӑвӑҫ 1933-1940 ҫулсенче ҫырнӑ.
Петӗр Хусанкайӑн «Тилли кӑна, Тилли тееҫҫӗ» кӗнекине халӑх патне ҫитерме Республикӑри Ҫеҫпӗл Мишши фондне укҫа-тенкӗпе Звениговори аш-какай комбиначӗн ертӳҫи, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Петӗр Хусанкайпа пӗр ялта ҫуралса ӳснӗ Иван Казанков пулӑшнӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекен тиражӗ – 1000 экземпляр.
Кӗнекене илемлетнӗ ҫӗрте, хӑй ирӗк панипе, Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн "ЯЛТИ ӐСЧАХСЕМ" ӳкерчӗкӗпе (1972) усӑ курнӑ.
Ман шутпа, ку ӳкерчӗк - чӑн-чӑн шедевр!
Валери ТУРКАЙ