Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Енисей леш енче те чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.01.2023 11:10 | 792 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
«Хыпар» хаҫат усӑ курнӑ сӑнӳкерчӗк
«Хыпар» хаҫат усӑ курнӑ сӑнӳкерчӗк

Енисей юханшывӗн леш енче те чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ольга Васильева Красноярск тӑрӑхӗнчи Казачино районӗнчи чи аякри ялта, Хусанккара, тӗпленнӗ. Ун ҫинчен «Хыпар» хаҫатра Алина Ильина журналист ҫырса кӑтартнӑ.

«Хусанккана ҫитиччен райцентртан ҫыран хӗрринчи Галанино ялне ҫитмелле. Кайран паромпа е пӑр тӑрӑх хывнӑ ҫулпа Енисей урлӑ каҫмалла. Унтан тепӗр 52 ҫухрӑм вак чул та сарса хытарман ҫулпа чӑтлӑх витӗр каймалла… Кӑҫалччен унта кӗсье телефонӗсемпе те усӑ курайман — ҫыхӑну, интернет пулман. Ҫав ялта несӗлӗсен йӑлисене, тӑван чӗлхене упраса тӗлӗнмелле чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. 112 ҫул каялла йӑхташӑмӑрсен пирвайхи ушкӑнӗ кайса тӗпленнӗ унта. 112 ҫул каялла ҫакӑнта тӗпленнӗ чӑвашсем хамӑрӑн йӑласене, культурӑна упраса пурӑнаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ статьяра.

Хӗрарӑм ялти библиотекӑра виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Унӑн ашшӗ, 87 ҫулти, Владимир Иванович Вӑрнар районне кӗрекен Нурӑс ялӗнчен куҫса кайнӑ.

Ирӗксӗртен темелле. Ун чухне вӑл пиллӗкри ача пулнӑ. Журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимирӑн ашшӗ, Иван Иванов учитель, килӗнче Турӑ кӗнеки упрать тесе ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн НКВД ҫыннисем ун патне персе ҫитнӗ. Нимӗн те тупайман вӗсем. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иван Герасимович ҫемйине пуҫтарса ҫӗрле килтен тухса кайнӑ.

#Нурӑс, #Вӑрнар районӗ, #Красноярск, #МИХсем, #йӑхташсем, #чӑвашлӑх, #чӑвашсем, #Ҫӗпӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.14 11:41
Agabazar
Райцентр — Казачинское ятлă пулмалла. Çапла вара Казанчински районĕ пулать. Казачино районĕ мар.
Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.14 11:42
Agabazar
Ку ялта 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕчченех чăваш чĕлхи вĕрентнĕ.
Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.14 11:48
Agabazar
Хусанкка тенине вара журналистсем юри шутласа тупнă пулмалла. Касанккă пулма пултарать. Ĕнтĕ халь тин тĕрĕслесе пăхма та çук пуль.
Agabazar // 9156.5.1970
2023.01.14 12:05
Agabazar
Енчен те ватă çынсем тухьяпа пулни тĕлентерет пулсан, çакна шута илĕр: мĕн ал айĕнче пур, çавна тăхăннă, суйласа тăма майсем пулман

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем