Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи врач офисне палӑртнинчен ҫур ҫул кая юлса уҫнӑ. Ӑна 2022 ҫулхи ҫуллах хута яма палӑртнӑ, анчах официаллӑ майпа уҫни пирки раштав уйӑхӗнчи юлашки ӗҫ кунӗнче ҫеҫ пӗлтернӗ.
«Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ офиса тума тытӑничченех ӗҫсем йывӑррӑн пынӑ. Строителе палӑртма аукцион пилӗк хутчен ирттернӗ, ӗҫе пуҫӑнма килӗшекен подрядчик улттӑмӗш хутӗнче ҫеҫ тупӑннӑ.
Халӗ ҫав офисра ҫутӑ тата шыв ыйтӑвне тӗппипе татса паман, штата йӗркелесе ҫитермен. Объекта санитарка ҫеҫ пырса ҫӳрет-мӗн. Кун пирки иртнӗ эрне вӗҫӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн республикӑри хастарӗсем пӗлтернӗ.